АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Владимиров: "Манăн аргументсем _ чăн-чăн ĕçсем"

13 мая 2016 г.

Çак девиз пирĕн статьян тĕп геройне, парти сасăлавĕн кандидатне питĕ лайăх хаклать. Николай Владимиров çапла шутлать: пĕр вĕçĕмсĕр кăмăлсăрланма тата йĕри-тавра пулса иртекен мĕн пур ĕçе критиклеме пулать. Анчах пурнăçа чăн ĕçсемпе çеç лайăхлатма май пур. А

ЧАЛĂХ ÇУЛĔСЕМ

Шупашкарти Уруков урамĕ Николай Николаевич Владимиров чĕрине çывăх кĕтес шутланать. Кунта унăн тăван çурчĕ, ача сачĕ, шкул вырнаçнă. Чĕрене çывăх тепĕр тăрăх _ ашшĕн тăван ялĕ _ Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси. Хулара çуралнă ача унта пĕтĕм каникула кăмăлтан кайнă. Ялти пĕвере шыва кĕнине, вăлтапа пулă тытнине, килти пахчара ĕçленине, утă çулса пуçтарнине халĕ пĕтĕм кăмăлтан аса илет. Вĕсем чуна ăшăтаççĕ.

Николай Владимиров, Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ суйлаври депутачĕ, "Статус" юридика фирмин директорĕ, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çемьере çуралнă, пурнăç çулне хăй уçса пынă. Ашшĕпе амăшĕ, Николай Григорьевичпа Ольга Васильевна, ялти нумай ачаллă çемьесенче çуралса ỹснĕскерсем, чылай çул Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ĕçленĕ. Пĕтĕм çĕршыв пекех, çемье 90-мĕш çулсенчи йывăрлăхсене, темиçешер уйăх ĕç укçи паманнине чăтса ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕ Николая ачаранах ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Амăшĕ темиçе ĕçре ĕçленĕ, ывăлĕ ăна пулăшнă. Ашшĕ çĕр ĕçне юратма хăнăхтарнă. "Çирĕп, хытă ыйтакан, тỹрĕ кăмăллă çынччĕ. Мана тỹрĕ кăмăллă çитĕнтерме пĕтĕм чунне пачĕ", _ тет ун пирки Николай. Ашшĕ 2006 çулта вилнĕ, çакă пуриншĕн те пысăк çухату пулнă.

ПРОФЕССИ СУЙЛАСА ИЛЕССИ

Ачалăх тата çамрăклăх çулĕ- сенче Николайăн пушă вăхăт сахал пулнă. 7 класа çитиччен музыка шкулне çỹренĕ, унта аккордеонпа калама вĕреннĕ. Ун хыççăн йывăр атлетикăпа, самбопа, дзюдопа туслашнă. Ачаранах историе юратнă, ăна иртнĕ вăхăтри событисем, геройсем хавхалантарнă. Çавна пулах студент çулĕсенчех политикăпа интересленме пуçланă.

Николай Николаевичшăн професси суйласа илесси йывăр ыйту пулман _ хăйĕнче вăл тĕрĕсмарлăха хирĕç кĕрешекен курнă. Çавăнпах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕ-тернĕ. Право патшалăхĕ йĕркелекен Раççейре юрист профессийĕ питĕ кирлĕ. Граждансен чысĕпе тивĕçлĕхне хỹтĕлессине юристсене шанса панă. Патшалăхăн управлени органĕсен ĕçри ăнăçлăхĕ, предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ юристсенчен нумай килет.

4-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра Николай Владимиров "Право тата финанс пулăшăвĕ паракан центр" ОООра ĕçлеме пуçланă. Çак юридика фирми пысăк квалификациллĕ пулас специалистшăн старт площадки вырăнĕн- чех пулнă. Шăпах çав вăхăтра вăл нимĕнпе виçейми професси опычĕ пуçтарнă. Тĕлĕнме кирлĕ мар, çамрăк çын часах "Шупашкарти макарон изделийĕсем туса кăларакан "Вавилон" фабрика" ОООн пысăк пĕлтерĕшлĕ подразделенине _ юридика пайне ертсе пыма пуçланă. Ун хыççăн хăйĕн юридика компанине туса хурса ертсе пыма тытăннă.

ĔÇШĔН ТАТА ЧУНШĂН

"Студент çулĕсенче эпĕ ĕçлеме те, вĕренме те ĕлкĕрнĕ. Хам валли тĕрĕс çул суйласа илнĕ тесе шутлатăп, _ тет Николай Николаевич. _ Çавăнпах нумай çул граждансен прависене хỹтĕлессинче юридика практикипе ĕçлетĕп. Ку вăл питĕ яваплă ĕç _ ман патăма кăткăс проблемăсене татса памашкăн пулăшу ыйтма килеççĕ. Мана шанаççĕ, ăна тỹрре кăлармалла. Професси депутат ĕçĕ-хĕлĕнче те палăрать: эпĕ обществăлла йышăну пỹлĕмĕсенче суйлавçăсемпе хам тĕл пулма тăрăшатăп, çак ĕçе помощниксем çине тиеместĕп".

Халĕ, ача чухнехи пек ялти пĕве хĕрринче вăлта тытса лараймăн _ ĕçĕ питĕ нумай. Анчах депутатăн тата юридика фирмин директорĕн тăкăс ĕç графикĕнче çемйипе хутшăнма, ывăлĕпе калаçма яланах вăхăт тупăнать. Çемье ыйтăвĕ- сем яланах чи малта тăраççĕ. Çав вăхăтрах музыка пирки те манмасть. Сайра-хутра пулин те алла аккордеон тытать, вальссем калать, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарать. Ашшĕ ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене хисеплеме вĕрентсе ỹс- тернĕ. 27 çул каялла май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерỹ кунне халалласа вĕсем ялти садра çĕмĕрт лартса хăварнă. Халĕ Николай Владимиров хăйĕн ывăлĕ- пе сада пăхса тăрать. Çĕмĕрт кашни çулах чечеке ларать. Çавăнпа чунра ырă пулса каять.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика