АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ

13 мая 2016 г.

 Республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Хуласемпе районсенче митингсемпе парадсем пулчĕç. Çĕнтерỹ кунне хисеплесе ирттернĕ митингра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн халăха çĕнтерỹ питĕ йывăрпа килнине, миллион-миллион çыннăн пурнăçĕ татăлнине, шăпи хуçăлнине, ĕмĕр пирчеми суран тăратса хăварнине палăртнă, çĕнтерĕве вăрçăра кăна мар, тылра та çывхартма пулăшнисен паттăрлăхне каланă.

"Вилĕмсĕр полк" колоннăпа Шупашкарта 20 пин ытла çын утнă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăннă. Вăл хăйĕн ашшĕн _ Василий Игнатьевич Игнатьевăн _ сăн ỹкерчĕкне йăтса пынă. В. Игнатьев краснофлотец Балти флотĕнче службăра тăнă, блокадăри Ленинграда Ладожский кỹлĕ тăрăх хывнă "пурнăç çулĕпе" апат-çимĕç турттарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн ывăлĕпе хĕрĕ мăн аслашшĕн _ Николай Алексеевич Семеновăн _ сăн ỹкерчĕкне тытнă. Н. Семенов вăрçăра сапер пулса тăшмана хирĕç çапăçнă, Калинин облаçĕнче (халь Псков облаçĕ) тăван çĕршыва хỹтĕлесе вилнĕ. Аттесен, асаттесен, мăн асаттесен паттăрлăхĕпе мăнаçланма, тăван çĕршыва тата çĕре юратма ачасене вĕрентсен çеç эпир вăйлă тата никам çĕнтерейми пулнине асăннă М. Игнатьев.

Çĕнĕ Шупашкарта Çĕнтерỹ кунĕнче йĕркеленĕ "Вилĕмсĕр полк" Пĕтĕм Раççейри акцие "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Николай Малов мăнукĕпе хутшăннă. Вăл аллинче амăшĕн ашшĕн _ кукашшĕн _ Етĕрне тăрăхĕнче çуралнă Петр Федорович Цыгановăн сăн ỹкерчĕкне тытса пынă. П. Цыганов красноармеец стрелоксен (курсантсен) 26-мĕш бригадинче çапăçнă, 1941 çулта Мускавшăн пынă çапăçусене хутшăннă. Çак çултах декабрьте паттăрла пуçне хунă. Ашшĕ енчен вара Маловсем юнлă вăрçă хирĕнче тăваттăн выртса юлнă: пĕр тăван Петр Иванович, Андрей Иванович, Владимир Иванович тата Федор Иванович. Шел пулин те, çемье архивĕнче вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем упранса юлман. Пиллĕкĕшне те Чăваш Республикин Асăну Кĕнекине кĕртнĕ.

"Паян эпир вăрçă хирĕнчен таврăнманнисене асăнатпăр, _ тенĕ Н. Малов. _ Пирĕн вĕсене яланах асра тытмалла, аттесен, асаттесен, мăн асаттесен тата хамăрăн историн паттăрлăхĕн тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва воспитани памалла".

Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнакансем çулран-çул ỹс- се пыраççĕ. Апла пулсан Аслă Çĕнтерỹ тата хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире мирлĕ тỹпе парнеленĕ ветерансен паттăрлăхĕ ĕмĕр асра пулĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика