17 мая 2016 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн çарĕсем çĕнĕ вăйпа çирĕпленчĕç: Çĕнтерỹ кунĕ хыççăн Патăрьел районĕнчен те çуркуннехи призывăн малтанхи ушкăнне салтака ăсатрĕç. Хальхи кампанинче çитмĕле яхăн каччăна хăйсен тивĕçне çỹллĕ шайра пурнăçлама ырă сунчĕç, ашшĕ-амăшĕпе тăван-пĕ-тенĕ ывăлне, çывăх çыннине пил пачĕç.
Иртнĕ эрнере районти çар комиссариачĕ умĕнчен аллине повестка илнĕ вуникĕ çамрăка сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме ырă сунчĕç. Вăл шутра Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче харăсах тăватă каччăна _ Андрей Ильина, Максим Баскакова, Владимир Иванова тата Михаил Шалтынова _ ял халăхĕпе чыслăн ăсатнă. Çакна та палăртса хăварма кăмăллă: тĕрлĕ вăхăтсенче хăш-пĕр çамрăксем çак ыйтуран пăрăнса та çỹренĕ пулсан, халĕ ырă-шухăш ĕмĕтпех салтак тумне тăхăнма хатĕр. Апла пулсан патриотизм туйăмлă яшсем _ шанчăклă чикĕ хуралçисем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)