17 мая 2016 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăр совет салтакĕсем çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитрĕ пулин те, уявăн мăнаçлăхĕ, пĕлтерĕшĕпе сумĕ, хисепĕ ỹссех пырать. Пурте кĕтнĕ уяв кĕрлесе иртсе кайни пĕр эрне иртсен те унăн янăравĕ, ахрăмĕ халăх хушшинче паян та сĕврĕлмест-ха. Çакăн валли сăлтавĕ те çук мар.
Паян пирĕн районта вăрçă-тути масине чĕре витĕр кăларнă салтаксăр, паттăрсăр çемье çук-тăр. Çакна район центрĕнче, Патăрьелĕнче, ытти ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ митингсем тепĕр хут çирĕп-летрĕç. Чунра пысăк туйăм çуратакан "Вилĕмсĕр полк-ри" колоннăсенче чĕррисемпе юнашарах пирĕн çутă пурнăçшăн çамрăклăхне татнă салтаксем "утни" майăн 9-мĕшĕнчи уявăн чи пысăк пуянлăхĕ пулчĕ тесе хаклас килет. Юхмапа Пăла тăрăхĕн-чен нимĕç фашисчĕсене хирĕç сакăр пин ытла çын хутшăннă. Шел, вĕсенчен 6034 салтакăн шăпи синкерлĕхпе çыхăннă. Шăпах вĕсен ячĕпе паттăрлăхне хисеп туса Патăрьелĕнчи митинга та икĕ вăтам шкултан çĕршер шкул ачи, ытти нумай ватти-вĕтти çапăçура пуç хунă тăванĕсен портречĕсене пĕчĕк планшет туса йăтса тухнă та. Вĕсем çине çỹçенмесĕр те, пăлханмасăр та пăхаймастăн...
Район центрĕпе илес пулсан митинга 52 организаципе предприяти, учреждени коллективĕ хутшăнчĕ. Вĕсем те кашниех хăйсен капăр колоннине "Вилĕм-сĕр полкри" салтаксене явăçтарнă. Уяв пĕлтерĕш-не пысăка хурса Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн коллективĕ салтак тумĕпе строя тăнине те ырламалла. Шанас килет, вĕсен пуçарăвĕпе çитес çул тата ытларах коллек- тивсем уяв сĕмне пуянлатĕç, аслă çулхи çынсем те ытларах хутшăнĕç. Уйрăм хĕрарăмсем, пĕчĕк шăпăрлансем те вăрçăра пуç хунă паттăрсен формине тăхăнни çитĕнекен ăрушăн патриотизм туйăмне вăйлатма çеç пулăшĕ. Сăмах май каласан, кăçал вĕсем пĕлтĕрхинчен те ытларах курăнчĕç. Патриотизм туйăмĕ тенĕрен, Çĕнтерỹ кунне Ыхра Çырминчи пĕр хастар хăйĕн вăйĕпе вăрçăра пуç хунисене хисеп туса паллă вырăн уçни те паянхи çармăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ан тив, çакă вĕсемшĕн аслă ăрури çынсен пархатарлă ĕçне малалла тăсма пулăштăр.
Юлашкинчен çакна та палăртса хăварас килет. Шел пулин те палăк умĕнчи чыслă вырăнта ларакан хисеплĕ ветерансем çулсеренех сайралса, çухалса пыраççĕ. Паян вĕсем 38-ăн çеç пирĕнпе юнашар. Çулталăк хушшинче тăватă вăрçă участникĕпе яланлăхах сывпуллашма тиврĕ. Апла пулсан та вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр. Çакна кăçалхи уяв та çи- рĕплетрĕ.
Нина МАЗЯКОВА, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)