17 мая 2016 г.
Шупашкарта "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавне хутшăнакансем хушшинче сỹтсе явасси малалла пырать. Юлашки тĕл пулури калаçу вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă политикăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ пирки пынă. Малтанхи сасăлава хутшăнакан Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ суйлаври депутачĕ, "Единая Россия" парти членĕ Николай Владимиров калаçу темисене ахальтен мар суйласа илнине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹ, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерессинчи ыйтусене чи малтан федераци тата регионсен шайĕнче татса памалла.
_ Чăваш Енре юлашки 5 çулхи тапхăрта эпир ачасене ача сачĕ- сене вырнаçтарассипе çыхăннă кирлĕ ыйтусене татса парассипе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Çĕнĕ учрежденисем хута янă. Апла пулин те çак ыйтăва малашне те малти вырăна хумалла. Шупашкарта çак ыйту тата çивĕч тăма пултарĕ. Çакна шута илсе малашне те ача сачĕсем çĕнĕрен хута каймалла, вĕсене реконструкци тумалла, депутатсен тивĕçĕ _ çак ĕçе контрольлесе тăрасси", _ тесе палăртнă Николай Владимиров.
Шкулти вĕрентĕвĕн пахалăхне ỹстересси пирки те çивĕч калаçу пынă. Чăваш Ен ку енĕпе лайăх ĕçлекен регионсен шутне кĕнĕ, çакна кура республикăна çĕнĕ шкулсем тума федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса панă. Çакăншăн регионри влаçсене тата Раççей пĕрлĕхĕн партине тав тумалла.
Вĕрентỹ пахалăхĕ пирки калас пулсан, шкулсенчен вĕренсе тухакансен, чи малтан, хăйсен пултарулăхне шута илмелле, çавăн чухне ĕмĕтленнине туллин тата усăллă пурнăçа кĕртме пулĕ.
_Ку чухне шкулсем, колледжсемпе аслă вĕренỹ заведенийĕсем промышленность предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени тĕрĕс пулнă пулĕччĕ. Çакăн пек çыхăнусене пур çĕрте те йĕркелемелле, ун чухне шкул ачисене кирлĕ професси суйласа илме те çăмăлрах пулĕ, _ тесе шутлать Николай Владимиров.
Социаллă политика енĕпе илес пулсан, Николай Владимиров вĕрентỹ тытăмĕпе сывлăха сыхлас ĕçе тата социаллă политикăна тытса пыма республика бюджетĕнчен 70 процента яхăн укçа-тенкĕ уйăрнине палăртать. Çакăн пек тĕслĕхсенчен пĕри _ЖКХ пулăшăвĕпе усă курнăшăн тỹлекен регионри субсиди. Кăçал çак тĕллевпе 246,5 миллион тенкĕ уйăрнă, ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 15 процент ытларах.
_ Пирĕн, республикăри депутатсен тĕллевĕ _ çак субсидие
илме право пур республикăра пурăнакан çынсене унпа усă курма пултарнине тĕрĕслесе тăрасси, _ тесе палăртнă Николай Владимиров. Аса илтеретпĕр: кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче "Единая Россия" политика партийĕ РФ Патшалăх Думин тата регионсен парламенчĕсен депутачĕсене суйланакан кандидатсен сасăлавне ирттерет. Чылайăшĕ ăна "праймериз" тесе палăртать. Вăл "партин малтанхи сасăлавĕ" тенине пĕлтерет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)