17 мая 2016 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх этем сывлăхĕн 10 проценчĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхĕнчен, 20 проценчĕ йăхран тата çавăн чухлех пурăнакан тавралăхран, 50 проценчĕ пурнăç йĕркинчен килет теççĕ. Паллах, пĕрисене çут çанталăк çирĕпрех, теприсене вăйсăртарах сывлăх панă. Кирек мĕнле организма та çирĕп- летме, хăш-пĕр кăлтăка тỹрлетме пулать. Ку енĕпе физкультурăпа спорт пĕлтерĕшĕ пысăк.
Организма пĕлсе упрани, ун валли хăтлă условисем йĕркелени, ĕç, кану, йăла гигиени, хускану _ акă мĕн кирлĕ пире.
Сахал хускални _ ĕмĕр инкекĕ. Пирĕн хушăра, шел пулин те, ишме, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма пĕлмен çынсем те пур. Хăшĕсемшĕн пĕр çухрăм утасси те, виççĕмĕш хута хăпарасси те нуша пекех туйăнать. Часрах автобуса ларма тăрăшаççĕ. Мĕншĕн уçă сывлăшпа киленсе пĕр-икĕ çухрăм та пулин утмалла мар? Ун вырăнне тăвăр пỹлĕм- ре чĕлĕм мăкăрлантарса ларни усăллăрах теççĕ-ши? Çапла вара юлхавланниех, сиенлĕ йăласене пăхăнманниех йывăр чире ярать.
Организма хусканусемпе çирĕплетнĕ çынсем физкультурăна килĕштерменнисенчен икĕ-тă- ватă хут сахалрах тухтăртан пулăшу ыйтаççĕ. Вĕсене инфекци те çĕнтереймест, чирлесен те хăвăртрах тата çăмăлрах сывалаççĕ. Физкультура _ чи лайăх тухтăр, чир çулне пỹлекен чи вăйлă хỹтĕлевçĕ.
Тăтăш хускални мышцăсене ырă витĕм кỹрет. Вĕсем патне юн ытларах пырать. Çавна май мышцăсем аталанаççĕ, вăйланаççĕ. Физкультурăпа туслисен чĕри те çирĕпрех, органсене юнпа лайăх тивĕçтерет. Вĕсен япаласен ылмашăвĕ лайăхланать.
Чылайăшĕ чир-чĕр ватлăх палли тесе шутлать. Тĕрĕс мар. Организм хавшасси ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăнманнипе _ физкультурăпа спорта, уçă сывлăша, апатлану йĕркине хакламаннипе, сахал çывăрнипе, пирус туртнипе, эрех ĕçнипе çыхăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн çакă хăйĕн сиенлĕ витĕмне туйтаратех. Çавăнпа та хăвăра упрама тăрăшăр.
О. ТОКМАКОВА, участокри врач терапевт
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)