АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану ачаран кирлĕ

17 мая 2016 г.

 Ачасем иртерех калаçма, вулама, шутлама пуçланишĕн ашшĕ-амăшĕ савăнать кăна. Анчах тарăнрах шутласа пăхсан çакă усăллă-ши?

Хăш-пĕр специалист икĕ çулхине те вулама вĕрентме пулать тесе шухăшлать. Тавлашмăпăр. Ахăртнех пулать. Кирлех-ши?

Ачан кашни ỹсĕмĕ валли хăйне евĕр аталану уйрăмлăхĕсем пур. Вĕсене шăпах палăртнă вăхăтра пурнăçласан малаллахи ỹсĕм çинчен сăмах пуçарма кăмăллă. Мĕн тумаллине кая хăварсан вара аталану хăвăртлăхĕ чакать. Пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ хăнăхусемпе ĕçсем валли никĕс çирĕпленсе каймасть.

2-3 çулсенчи ачана вулама мар, тимлĕ итлеме тата сăнама вĕрентмелле. Шăпах çак ỹсĕмре сисĕм-туйăм органĕсене _ пуç мимин тĕп пайĕсене аталантармалла. Çаксене шута илсе эпир ачана япаласен, теттесен тĕсĕпе, виçипе, калăпăшĕпе, шайлашăвĕпе паллаштаратпăр, теттесемпе выляттаратпăр.

Енчен те 2-3 çулхи ача килти кайăк хĕвĕшнине тимлĕ сăнать е тĕслĕ тăваткалсенчен трактор е машина ăсталать пулсан, çакă унăн малаллахи аталанăвĕшĕн виçĕ сăмахран тăракан предложение вулама пултарнинчен чылай пĕлтерĕшлĕрех.

Педагогсемпе тухтăрсем ачапа çитĕннĕ çынпа калаçнă пекех пуплеме сĕнеççĕ: сăмахсене çемçетме, улăштарма кирлĕ мар. Паллах калаçу тĕллевне, сăмах çаврăнăшĕсен тытăмне пĕчĕкскерĕн ăнланмаллах. Чылай ача йывăр сăмахсене те хăвăрт хăнăхать, вĕсене ăнлантарма пултарать. Анчах каллех пурте мар.

Пĕчĕклех питĕ пултаруллă çитĕнсе ỹсекенсенчен тăрăшуллă тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем тухаççĕ. Ачалăхра нимĕнпе те тĕлĕнтермен арçын ачасемпе хĕрачасем вара чылай чухне çитĕнсе пынă май пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Çавăнпа вас- камалла мар. Ачана вăхăтлă та тĕрлĕ енлĕ аталантарса пыма тăрăшмалла.

Л. ДОЛГОВА, Кивĕ Катекри ача сачĕн воспитателĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика