17 мая 2016 г.
Вăрçă... Пур-ши çĕр çинче çакăнтан хăрушăрах сăмах? Вăрçă вăл _ куççуль, юн, вилĕм, çĕршер çын нуши-терчĕ, хуйхи-суйхи, татăлнă ĕмĕчĕ. "Вăрçă асаппа инкек акать", _ тенĕ ваттисем. Пĕрисем çапăçу хирĕн-че выртса юлаççĕ, теприсем тăван тăрăха сывă-чĕрĕ е аманса таврăнаççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрте тăван çĕршывăн Аслă, Афганистан тата Чечня вăрçисем кĕрлерĕç. Вĕсенче мĕн чухлĕ салтак пурнăçĕ татăлмарĕ-ши? Чылай çыннăн чĕринче çухату, хуйхă юлчĕ. Мĕн чухлĕ салтак куçне хупрĕ.
Афганистан... Инçе те вăл, çывăх та. Пирĕн ял каччисемшĕн Афганистан пурнăçăн пĕр пайĕ шутланать. Вĕсен асĕнчен паянхи кунччен шăрăх Ази, çỹллĕ-çỹллĕ ту-сăртсем, тăшман автомачĕ шатăртатни, граната çурăлни манăçа тухмасть. Афганистанра пирĕн районтан та нумай каччă гражданла тата патриотла тивĕçне пурнăçланă.
Анат Тăрмăшĕпе Çăл Атăкра та пур воин-интернационалистсем: Геннадийпе Юрий Антиповсем, А. Сидоров, Петр, Вячеслав, Юрий Ивановсем, Юрийпе Александр Петровсем, П. Михайлов, Н. Ершов. Пурин те медальсем, Тав çырăвĕсем пур. Вăрçă суран хăваратех. Вĕсенчен виççĕшĕ пирĕн хушшăмăрта çук ĕнтĕ.
Шкул саккинчен хăпнă ачасем ют çĕршывра хăйсен тивĕçне пурнăçлама пултарассине шутламан та. Кабул, Баграм, Герат, Шиндант, Кандагар...
Анат Тăрмăшĕнчи кĕçĕн класс ачисемшĕн манăçми тĕл пулу иртрĕ. Чăн-чăн паттăр, Афган вăрçин ветеранĕ Н. Ершов хăнана килчĕ. Николайăн ашшĕ- пе амăшĕ ялта хисеплĕ çын- семччĕ. Улми йывăççинчен аяк-ка ỹкмест тенĕ евĕр ачисем те ĕçрен ỹркенмен ăшпиллĕ çынсем пулса ỹсрĕç. Коля 8 класс хыççăн Патăрьелĕнчи СПТУра тракторист профессине алла илет. Аслă çул ăна Канашри ДОСААФа илсе çитерет. Алăра _ водитель удостоверенийĕ. Çав вăхăтра каччăн салтака кайма ят тухать. 18ти çамрăка ял-йыш ыр сăмахсем каласа вăрăм çула ăсатать. "Умри çулу такăр пултăр", _ тесе хапхана уçать амăшĕ.
Канаш станцийĕ. Хусан. 100е яхăн чăваш каччи салтак тумне тăхăнать. Пуйăс кустăрмисем Туркмени тăрăхне илсе çитереççĕ. Вĕсенчен çуррин Афганистана кайма тивет. 3 уйăхлăх вĕренỹ, ăслăлăх занятийĕсем, спорт хатĕрленĕвĕ.
"Мана КАМаз автомашинăпа автобат колоннăпа ячĕç. Çеçен хире вырнаçрăмăр. Эпир хамăр салтаксем патне бензин, топливо турттарнă. Çулсем питĕ хăрушăччĕ. Вилĕмпе пĕрре çеç мар тĕл пулнă. Çỹллĕ ту çинчи çулсем тата хăрушăччĕ. 12-14-шар тонна тиевлĕ автомашинăсем колоннăпа пыраттăмăр. Çамрăк хăрама пĕлмест çав. Умра _ пуля "çумăрĕ" е минăсен çулĕ. Пĕррехинче пĕр ялпа пыратпăр. Пуçланчĕ ахăрсамана, çапăçу. Кишлак çĕрпе танлашрĕ. Мĕншĕн? Пит шелсĕр иккен тăшман. Хăйсен çыннисене те шеллемеççĕ. Этемех-ши вĕсем?_ калаçăва тăсрĕ Николай Николаевич.
_ Афганистан çулĕсем пирĕншĕн çухату çулĕсем те пулнах çав. Акă юлташăма, Канаш каччине, килне цинк тупăкпа ăсатрăмăр. Салтак тивĕçне пурнăçласа ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ". Чăваш каччисем чылай чăрмав витĕр тухса йывăрлăхсене парăнтарнă. Салтак аттине 2 çул та 3 уйăх тăхăннă хыççăн Николай Афганистан çĕрĕ çинчен Çĕнĕ Ахпỹртри В. Шикиров тата Тутар Сăкăтĕнчи Минуллапа çула тухаççĕ. Тăван тăрăха ырă-сывă таврăнса тус-тăвана савăнтараççĕ. "Çакă пĕтĕмпех иртнĕ вăхăт. Хăш чухне Афгана тĕлĕкре куратăп. Чунра йывăр. Унта пуç хунă юлташсем куç умне тухаççĕ. Вĕсен сасси, кулли, сусăрланнă сăн-пичĕ... Службăра пĕрле тăнă юлташсемпе çулсеренех Патăрьелĕнчи палăк (танк) умĕнче тĕл пулатпăр. Чĕрĕ-сывă таврăнайманнисен вил тăпри çине кайса пуç таятпăр.
Иртнисем манăçмаççĕ. Çулсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлаççĕ. Чĕре суранĕ пирчемест. Юлташсем ялан 18та",_ сăмахне вĕçлерĕ ветеран. Н. Ершов çитĕнекен ăрăва вĕренỹре, ĕçре, спортра малта пулма сунса. Пурнăçа хаклама, упрама пĕлмелли çинчен каларĕ.
В. ЕРЕМЕЕВА, В. НИКИТИНА, вĕрентекенсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)