АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай святоя асăнакан праçник

20 мая 2016 г.

Вырсарникун, майăн 22-мĕшĕнче, таса чиркỹ хăватсем тăвакан Николай святойăн çĕрмесĕр выртакан таса ỹтне Миры хулинчен Бар хулине куçарнине асăнса праçник тăвать. Вăл ĕç ак епле пулнă: 1086 çулта тĕрĕк халăхĕ пырса Миры хулине çĕмĕрсе тăкнă. Христоса ĕненекен ырă пурăнăçлă çынсем Николай святойăн çĕрмен ỹтне суя тĕнлĕ çынсем ан мăшкăллаччăр тесе çĕре пытарса хунă. Çав вăхăтра Бар хулин хĕвеланăç енче, Италире, пĕр ырă пурăнăçлă священник пурăннă. Çак священнике Николай святой курăнса хăйĕн таса ỹтне Бар хулине куçарма хушнă. Çакна илтсен священниксем хулари ытти ырă пурăнăçлă çынсемпе карапсем çине ларса Миры хулине кайнă. Вĕсем Турă пулăшнипе Николай святойăн çĕрмен ỹтне Бар хулине илсе пынă. Çак ĕç 1087 çулта май уйăхĕн 9-мĕш кунĕнче пулнă. Бар хулине çитсен Николай святойăн таса ỹтне священниксемпе мĕн пур хулари халăх хирĕç тухса илнĕ. Ăна малтан Иоанн Предтеча святой ячĕпе тунă чиркĕве лартнă. Кайран Николай святой ячĕпе тунă çĕнĕ чиркĕве куçарнă. Çавăнтанпа Николай святойăн таса ỹчĕ çав чиркỹре выртать. Бар хули пирĕн патшалăхран пит инçе. Анчах Николай святойăн ỹчĕ пиртен аякра пулсан та вăл хăйĕн ырăлăхĕпе пире яланах çывăх тăрать. Николай святой хăйне ĕненсе тархаслакансене яланах пулăшса тăрать. Вăл чирлисене сыватать, мĕскĕнсене пулăшать, хуйхăллисене лăплантарать, çылăхлисемшĕн Турă умĕнче хута кĕрет. Çавăнпа паян святой Николай аттене пĕтĕм чĕререн тархаслăр. Вăл хăйĕн кĕллипе пире, çылăхлă çынсене, çăлтăр: пире хамăр çылăхсемшĕн пулас инкек-синкекрен хăтартăр. Эпир чунтан йăлăнса тархасланине святой Николай атте илтмесĕр хăвармĕ. Вăл çĕр çинче пурăннă чух та çылăхлă çынсем кĕлтунине илтсе вĕсене пулăшнă. Хăй патне ĕненсе пыракансене никама та пулăшмасăр хăварман.

Тăвансем, Николай святой пире хамăр пурнăçа таса пурăнма, çылăха кĕресрен сыхласа пурăнма вĕрентет. Мĕншĕн тесен пирĕн çылăхсемсĕр пуçне, Турра çиллентернĕ пек, урăх нимĕн те Турра кỹрентермест. Çавăнпа пире кунти пурнăçрах пит йывăр инкек-синкек час-часах çакланать.

Тăвансем, святой Николай атте те пирĕн пек çынах пулнă. Анчах вăл çĕр çинчи пурнăçне таса пурăнса, ырă ĕçсем туса ирттернĕ те вилсен святоя тухнă. Эпир те, тăвансем, хамăр чуна çăласшăн тăрăшар. Хамăрăн вăй çитмесен святой Николай аттене тархаслар. Вăл пирĕншĕн Турă умĕнче хута кĕтĕр. Вилсен ĕмĕр-ĕмĕрех савăнса пурăнмалла пулăпăринччĕ. Аминь.

Андрей ЛИПАТОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика