20 мая 2016 г.
Майăн 19-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹ- ревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А. Аршинова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Малов пулчĕç.
Çак кунах районта "Зарница" тата "Орленок" çамрăк армеецсен юхăмĕн финалти вăййисем пуçланчĕç. Кăçалхипе вĕсем 48-мĕш хут пулаççĕ. Турхан çывăхĕнчи Кивçурт уçланкăна 300 ытла каччăпа хĕр пуçтарăннă. Унта вĕсен чылай тĕрĕслеве лекме тивет. Кунтах яшлăха нумайлăха асра тытма май паракан тĕл пулусем пулаççĕ. Çитĕнекен ăру пĕр-пĕринпе паллашать, çĕнĕ юлташсем тупать.
Вăйăсене чыслă лару-тăрура уçнă май унта хутшăнакансене саламласа тата ăнăçусем сунса район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А. Аршинова, ЧР çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Е. Семенов тата ыттисем те тухса каларĕç.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет Председателĕн çумĕ А. Аршинова пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен "Гимн труду" проект мĕнле ĕçлесе кайнипе интересленсе хăнасем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çитрĕç. Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкĕнче çитĕ- некен ăрăва аслисен ырă ĕç ăсталăхне кăтартса çакнашкал воспитани пама пултарни кирек кама та савăнтармалла. Çакна Алена Игоревна та ырласа палăртрĕ. Шкулти кадетсен класĕсенче пĕлỹ пухакан ачасемпе тĕл пулнă май çĕршывăн шанчăклă хỹтĕ- левçисем çитĕннине пытармарĕ.
Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Н. Малов ĕç çыннине мала хурса шкулта "Гимн труду" кĕтес уçнине ырларĕ. Николай Владимирович çак кун районти суту-илỹ, культура ĕçченĕсемпе, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕ.
Районти культурăпа кану центрĕнче Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски районĕсен- чи педагогика ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май, А. Аршинова вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет еплерех вăй хуни çинче чарăнса тăчĕ, вăтам шкултан тата 9 класран вĕренсе тухакан ачасем умра тăракан патшалăх экзаменĕсене лайăх тытчăр тесе ăнăçусем сунчĕ, тăрăшуллă ĕçченсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)