АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет пуян _ халăха та аван

20 мая 2016 г.

Виçĕмкун, майăн 18-мĕшĕнче, районта иртнĕ Информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕ шăпах Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджет политикин тĕп енĕсем, экономика аталанăвĕпе халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсе пынă май, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне усăллă йĕркелес, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнас темăсем те паянхи кун йĕркинчех.

Кашни Информаци кунĕнчех пирĕн района республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăнса вырăнти халăхăн пурнăçĕпе, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе кăсăкланаççĕ. Хальхи Информаци кунне республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Жуков, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева хутшăнчĕç. Хамăрăн инфомаци ушкăнĕсенче район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа пĕрлех унăн çумĕсем _ Марат Айзатуллов, Наталия Андреева, Леонид Кузнецов _ ĕçлерĕç. Чăн малтанах информушкăн, структура подразделенийĕсен ертỹçисене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов йышăнчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хальхи вăхăтра вĕçленсе пыракан çур аки итогĕпе, район экономикине тĕреклетес, халăх пурнăçне тата ытларах лайăхлатас тĕллевпе районта мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн информаци ушкăнĕсем Сăкăт, Шăхач, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи шкул, ача сачĕсен коллективĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче, поселенисенчи ял хуçалăх предприятийĕсенче пулса кун йĕркинчи ыйтусемпе пĕрлех вĕсене пăшăрхантаракан шухăшсене те хус- катрĕç.

Тĕл пулусенче республикăра кризиса хирĕçле ĕçсене пурнăçа кĕртни, экономикăри йывăрлăха пăхмасăр республика хыснине тупăш кĕртмелли майсем туни çинчен республика представителĕсем тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Урăхла каласан, Чăваш Ен йывăрлăхра чĕркуçленсе ларма шутламасть. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ _ бюджетăн тупăш пайне стабилизацилесе граждансене паракан мĕн пур социаллă мерăсене сыхласа хăварасси. Çакă вара хут çинче çеç мар, пурнăçра та сисĕнет. Акă, 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас тĕллевпе çĕнĕ хавхалантару меслечĕсене кĕртнĕ. Ку вăл пирĕн районти харпăр хăй ĕçĕпе тимлекен уйрăм хастарсемшĕн те лайăх.

Çакна та палăртма кăмăллă. Кăçалхи апрель-май уйăхĕ- сенче Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе пирĕн республикăна тата 2755,8 миллион тенкĕ укçа уйăрни те пĕлтерĕшлĕ. Çак сахал мар сумма тата ытларах çĕнĕ шкулсем тума, хваттерсене тĕпрен юсама, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама тата ытти тĕллевпе те кайĕ. Урăхла каласан, каллех халăх пурнăçне лайăхлатассипе, хăтлăха, культурăна ỹстерессипе, сывлăхлă пулассипе çыхăннă.

Республикăра кашни çулах ачасен çуллахи канăвне тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та ĕçе начар мар йĕркелесе пыраççĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, 17 вĕренỹ учрежденинче икĕ сменăпа 743 ача сывлăхне çирĕплетнĕ, каннă. Кăçал та ачасен тата çамрăксен канăвне йĕркелеме, вĕсене ĕçпе тивĕçтерме 314700 тенкĕ уйăрнă.

Юлашки вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманран, асăрханманран республикăра та инкексем пулсах тăчĕç. Кăçал та çулталăк пуçланнăранпа 334 пушар пулнă, 44 миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕл купине çаврăннă. Пирĕн районта пĕлтĕрхипе танлаштарсан лару-тăру начар мар. Иртнĕ çулхинчен вут инкекĕ сахалтарах. Анчах çакă никамшăн та лăпланмалли сăлтав пулмалла маррине, çул çитмен ачасене пĕччен хăварма юраманнине тĕл пулусенче тепĕр хут çивĕчлетрĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика