20 мая 2016 г.
ÇУЛЛАХИ Микула кунĕ хыççăн (майăн 22-мĕшĕ), ваттисем калашле, чăн-чăн хĕвеллĕ çу кунĕсем пуçланĕç. Ăшă та кăмăллă çанталăк ял çыннишĕн, çĕр ĕçченĕшĕн сывлăш вырăнĕнче пулни каламасăрах паллă-ха. Çапах патакăн та тепĕр вĕçĕ пур тенĕ евĕрле, пăчă та шăрăх çанталăк уйрăмах вут-кăварпа пулакан инкекпе те çыхăннă. Çавăнпа та районти пушар надзорĕ тепĕр хут асăрхаттарать: типĕ курăка, çỹп-çапа çунтарнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Çакăншăнах тем те курма, пысăк инкек тỹсме пулать. Вутăн алли вăрăм, типĕ курăк çунса туххăмрах хуралтăсене те, çурт-йĕре те хăйĕн ытамне илме пултарать...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)