24 мая 2016 г.
Хисеплĕ выпускниксем!
Хисеплĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем тата çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕ! Сире вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр.
Районти пур шкулта та аслă классемшĕн юлашки шăнкăрав янăрать. Вăл пурнăçри ачалăх тапхăрне хыçа хăварать, малашлăхра каччăсемпе хĕрсене çĕнни, интересли кĕтет.
Шкулта иртнĕ пирвайхи уроксем куç умне тухаççĕ, уçă кăмăллă педагогсем, шанчăклă тус-юлташ çумра. Малашлăха çул уçма май паракан, мĕн вĕреннине пĕтĕмлетекен патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем те умра.
Хисеплĕ выпускниксем! Эсир хăвăра çитĕнме пулăшнă аçăр-аннĕрпе педагогсене пурнăç тăршшĕпех тав тăвасса шанас килет. Вĕсем вăй-халне те, хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне те шеллемерĕç.
Эпир сирте пысăк шанăç куратпăр. Тỹрĕ çул çине тăрса тăван ене аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывасса шанатпăр. Хăюллă пулăр, хăвăра шанăр, йывăрлăхсен умĕнче пуçăра ан усăр, ĕмĕтленĕр, пултарулăхăра кăтартăр.
Район пуçлăхĕ М. ПЕТРОВ.
Район администраци пуçлăхĕ Р. СЕЛИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)