АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательлĕхе _ анлă çул

24 мая 2016 г.

 Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх çуллен вăй илсе пырать. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине тĕрек- летме, хушма ĕç вырăнĕ уçма, çынсен пурнăçне лайăхлатма май парать.

Хальхи вăхăта районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре 1056 субъект тăрăшать, вăл шутран пĕчĕк предприятисем _ 168, индивидуаллă предпринимательсем _ 888. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 69 çын хăйсен ĕçне уçнă, 56-шĕ хупнă.

Вăтам бизнесра тăрăшакансен 37 проценчĕ суту-илỹре тата обществăлла апатланура, ял хуçалăхĕнче _ 24, тирпейлекен производствăра _ 14,4, строительствăра _ 11,4, куçман пурлăхпа операци тăвассипе, аренда тата тивĕçтерỹсем парассипе _ 7,8, ытти отрасльте 5,4 процент вăй хурать.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре 3921 çын ĕçлет, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 0,8 процент нумайрах.

2015 çулта пĕчĕк предпринимательлĕхре тăрăшакан 19 субъект патшалăх пулăшăвне 44,7 млн тенкĕлĕх тивĕçнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта иккĕн илнĕ.

Тăватă çулта 28 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекен 3 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Нумай пулмасть вĕсен ретне тата пиллĕкĕн хутшăнчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика