АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи сасăлав: выляса яракансем пулмаççĕ

24 мая 2016 г.

Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре пурăнакансем "Единая Россия" партин чи тивĕçлĕ кандидачĕсемшĕн сасăларĕç, вĕсем Раççей Патшалăх Думинче тата республикăри Патшалăх Канашĕнче халăх интересĕсене хỹтĕлĕç.

Вырсарникун, майăн 22-мĕшĕнче, Чăваш Енре "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Ун тăрăх сентябрьте Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне кĕртмелли кандидатсен списокĕ пулĕ. Çакна палăртни вырăнлă: паянхи куна "Единая Россия" çĕршыври пĕртен-пĕр политика партийĕ, вăл влаçăн закон кăларакан органĕсене кандидатсене тăратассине уççăн тата демократиллĕ майпа сĕнет.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, сăмах май, хăй те çак кун ытти суйлавçăсем пекех И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн участокĕнче сасăланăскер, ытти политика партийĕ- сем хăйсен кандидачĕсен суйлав умĕнхи списокĕсене мĕнле йĕркелесси пирки уçăмлă маррине пĕлтерет. "Единая Россия" çыннисем вара малтанхи сасăлаврах камшăн пулнине палăртрĕç, суйлавра та вĕсемшĕн пуласси паллах.

Малтанхи сасăлава суйлав умĕнхи юлашки "репетици" теме пулать. Унта Чăваш Ен халăхĕ участоксене йышлăн пынине яр уççăн кăтартрĕ. Çакă пĕр енчен "Единая Российăна" суйлавçăсем шаннине çирĕп-летрĕ, тепĕр енчен çĕршыв тата республика влаçĕн саккун кăларакан органĕсенче вĕсен интересĕсене хỹтĕлекен çынсем лекни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăнах та, сасăлава йышлăн пычĕç. Черетсенче суйлавçăсен чылай тăма тиврĕ. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев хăйĕн çемйипе Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче сасăларĕ, бюллетеньсем илес тесе ыттисемпе танах черетре тăчĕ, пĕрлех ытти суйлавçăсемпе калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хаваспах хуравларĕ. Чăваш Енре пурăнакансене çĕршыв, республика шăпи кăсăклантарнине, вĕсем мирлĕ, килĕшỹре пурăнасшăн пулнине, обществăпа политика лару-тăрăвĕ пуласлăхра та йĕркеллĕ тăрасса шаннине, çакă малашлăха уçăмлатнине палăртрĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов суйлава мăшăрĕпе тата икĕ ачипе пынă. Вăл малтанхи сасăлава яваплăха туйса килнĕ çынсене тата кашни участокра пĕчĕк уяв йĕркеленĕ организаторсене тав тунă.

"Паян чи нумай сас пухнă кандидатсем Патшалăх Думине тата Чăваш Патшалăх Канашне суйланма тивĕçлисем пуласса шанса тăратăп", _ тенĕ Л. Черкесов.

Майăн 22-мĕшĕнчи малтанхи сасăлавра нумайăшĕ хăйсен гражданла позицине активлă кăтартассипе ыттисене тĕслĕх кăтартнă. Акă, Николай Малов малтанах суйлавçă пек Етĕрнере сасăлава кайнă, кайран "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн ертỹçи Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти шутлав участокĕсенче пулнă.

_ Эпир хамăрăн суйлавçăсем патне уççăн пыратпăр, вĕсемпе канашласа сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавра "Единая Россия" партирен кама курасси килнине пĕлес тетпĕр, _ тенĕ вăл.

х х х

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчи "Единая Россия" политика партийĕн РФ Патшалăх Думин тата регионсен парламенчĕсен депутачĕсене суйланакан кандидатсен сасăлавĕ Патăрьел районĕнче пысăк активлăхпа иртрĕ. Суйлав участокĕсем ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен ĕçлерĕç. Малтанхи сасăлава хутшăнас тесе регистрациленнĕ парти кандидачĕсемшĕн халăхăн пысăк пайĕ сасăларĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика