24 мая 2016 г.
Кирек мĕнле чир ачашăн та, ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк тĕрĕслев. Шыçă чирĕ пулсан тата хăрушăрах. Ăна экологи улшăнса пыни, тĕрĕс мар апатланни, япаласен ылмашăнăвĕ тата ытти те пуçарса яма пултарать. Çак чирпе вилекенсем те пур. Çулталăка çитмен пепкесен, 6-7 тата 12-16 çулсенчи ачасен, хĕрачасен тĕл пулать вăл. Çинерех тупса палăртни часрах сывалма пулăшать. 2-4 стадисенче шанчăк чакнăçем чакать.
Мĕнрен пуçланать-ха чир? Сăлтавĕсем нумай: хĕвел радиацийĕ ỹсни, ачасен çумĕнче пирус туртни, çитĕнсе пыракан организма витаминсем, микроэлементсем, аминокислотасем сахал кĕни, усăллă мар (тĕтĕмленĕ, ăшаланă, тăварланă) апат çини, шывра тата сывлăшра канцерогенлă япаласем ытларах пулни, йăхран-йăха куçни, генетика. Тепĕр чухне чир мĕнрен пуçланса кайнине тупса палăртма та йывăр.
Чир вăрттăн аталанма пăхать. Врач патĕнчи йышăнура çеç палăрать. Маларах ашшĕ-амăшĕ ача час-часах йĕнине, унăн вăйĕ чакнине, ытларах хускалмалли вăйăсенчен пăрăннине, юратнă теттисене маннине, апат сахалрах çиме пуçланине, çиме юраманнисенех çăвара кĕртнине, вар-хырăмĕ пăсăлнине, унăн йывăрăшĕ чакнине, сăлтавсăрах ỹт температури ỹснине (37-38 градус) тата вăраха кайнине, ỹчĕ шуранкаланнине, кăвакарнине, тăртаннине, сăмсинчен юн кайнине, пуçĕ ыратнине, хăснине, лимфа тĕввисем ỹс- нине, хырăмĕ пысăкланнине, йывăртарах сывланине асăрхама пултарать.
Ача мĕн ыратнине тĕплĕ те калаймасть. Вĕсен шыçă чирĕ-сем çитĕннисенчен уйрăлса тăраççĕ. Ачасем хушшинче ытларах лейкоз (юн чирĕ), пуç мими шыççи, нефробластома (пỹре чирĕ), нейробластома, ретинобластома (куç чирĕ), рабдомиосаркома, остеосаркома (шăмă чирĕ) тата ыттисем те палăраççĕ. Чире тупса палăртма тĕрлĕ тĕпчев пулăшать: юн анализĕ, магнитла-резонансла томографи, УЗИ тĕпчевĕ, рентген туни, биопси.
Шыçă чирĕ палăрать пулсан ачана тỹрех республикăри тĕп больницăн онкологипе гематологи, неврологи уйрăмĕсене диагноза тĕпчеме, сиплеме яратпăр. Сиплев вăраха каять.
Алă усса лармалла мар. Шанчăка çухатмалла та мар. Кирек хăш чиртен те чĕрĕлсе çутă малашлăхпа пурăнассишĕн ăнтăлмалла.
И. ИРИНЕВА, район больницин педиатрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)