27 мая 2016 г.
"Чăвашавтодор" пĕрлешĕвĕн Патăрь-елĕнчи çул-йĕр юсакан тата тăвакан организацинче вăй хуракансем автоçулсенчи шăтăк-путăка юсама пуçланă. Çак ĕçе пурнăçлама 3 техникăна тата 8 вăй хуракана явăçтарнă. Пилĕк çынран тăракан пĕрремĕш ушкăн вырăнти çулсене вĕри асфальтпа саплать. "Калинино _ Патăрьел _ Елчĕк" республика трассинче тăрăшакансем ятарлă техникăпа (БЦМ) çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларакан вырăнсене "сиплеççĕ".
Ĕçе 400 тăваткал метр ытла чухлĕ пурнăçланă, 40 тонна яхăн материал пĕтернĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)