27 мая 2016 г.
Уй-хир хыпарĕсем
Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса, çĕр улмине лартса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра "Батыревский", "Красное знамя", "Весна", "Исток" хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче, "Юрма" агрохолдингра, Р. Санзяпов тата Н. Федоров фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене çум курăкран гербицид сапма пуçланă.
"Батыревский", "Малалла", "Первомайск", "Труд", "Исток" хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче тыр-пула тĕрлĕ чир-чĕртен хими хỹтĕ-левĕпе сапаççĕ.
Çĕр улми йăранĕсене районĕпе 392 гектар хăпартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)