27 мая 2016 г.
"Юлашки виçĕ çулта кăна пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма, çамрăк та çирĕп тĕллевлĕ çынсене хавхалантарма 1,5 миллиард ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 22 пине яхăн субъекчĕ патшалăх кỹрекен пулăшăвăн тĕрлĕ майĕпе усă курнă, 3,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Республикăра тин кăна шута илнĕ предпринимательсем валли налук çăмăллăхĕсем _ 2 çуллăх "налук каникулĕсем" _ палăртнă.
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри предпринимательлĕх кунĕпе саламланинчен.)
Нăрваш Шăхальне кайнă чухне Шăнкăртамра тăрса юлакан витесем ĕне-выльăха пĕтернĕ хыççăн питĕ мĕскĕннĕн ларнăн, хăйсен хуçине кĕтнĕн туйăнатчĕç. Пушаннă хуралтăсем часах саланма пуçларĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем салатма сакăр алăк тенĕ. Пилĕк çул каялла кунта ĕç вĕреме пикенчĕ. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн Р. Бикчурин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăнни çинчен пĕлтĕмĕр. Паян Радий Минерасыхович фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, ĕне-выльăх усрассипе пикенсе ĕçлеме тытăннă. Унăн тăрăшулăхне республикăра та асăрханă. Вăл кăçал çемье фермине уçакансене паракан гранда _ 4 млн та 800 пин тенке _ тивĕçнĕ. Маларах, 2012 çулта, фермер ĕçне пуçăнакансене паракан пулăшăва илнĕ.
2011 çулта вăл выльăх самăртассипе вăй хума шут тытнă. Çак тĕллевпех Шăнкăртамри "Дуслык" хуçалăхăн çил ачисем çеç шăхăрса çỹрекен пĕр витине туяннă. Апрель уйăхĕнче унтан та кунтан ишĕлекен хуралтăна юсама пуçланă. Кĕске вăхăтрах ăна çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Декабрь уйăхĕнче вите вăкăрсен сассипе тулнă. Пысăк выльăхран укçа кĕртес тесен уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтме тивет, çакна шута илсе тепĕр çултанах Радий Минерасыхович ĕнесем тытма пуçланă.
Фермер Тутар Республикинчи Кукмырский районĕнчи пĕр хуçалăхран ăратлă пушмак пăрусем туяннă. Малтан 10 пуç, 2013 çулта çавăнтанах тата 25 илсе килнĕ. Паян витере 98 ĕне-выльăх, унтан сăваканни _ 42. Н. Родина доярка талăкра пĕр ĕнерен 17 литра яхăн сĕт сăвать. Кăтарту районта пысăккисенчен пĕри. Холодильник çуккипе паха шĕвеке кунне икĕ хут "Батыревское молоко" пĕрлешĕ- ве сутаççĕ.
_ Кăçал хальхи вите çумĕнче ларакан хуралтăна проектпа килĕшỹллĕн реконструкцилеме палăртнă.
Патшалăх паракан грандпа шăпах ăна хута яма тата ăратлă 10 пушмак туянма тĕллев лартнă. Кунта рабочисене ĕçлеме услови çите- лĕклĕ пулĕ: сĕт тỹрех пăрăх тăрăх ятарлă сивĕтмĕше кайĕ. Шыв пырассине те автоматизацилĕпĕр. Патшалăх пире, фермерсене, çакăн пек укçа парса пулăшни питĕ аван тесе шухăшлатăп. Выльăх-чĕрлĕхпе, çĕрпе ĕçленĕ чухне тăкакĕ те самаях, çавна май ура çине тăма та йывăртарах. Грандсем пире тата лайăхрах вăй хума хăват параççĕ. Акă, 2012 çулта фермер ĕçне пуçăнакансене паракан пĕр миллион та 100 пин тенкĕпе шăпах 10 пушмак пăру туянтăм. Каярах ыттисене илме те вăй çитертĕм", _ тет Р. Бикчурин ферма территорийĕпе паллаштарса çỹренĕ май.
Выльăх апатне те фермер хăйех янтăлать. Унăн 167 гектар çĕр, унта кăçал силос валли 60 гектар куккурус, урпа _ 50, 15 гектар люцерна акнă. Тата тепĕр 50 гектара пусă çаврăнăшне кĕртме хатĕр- лет. Çĕрпе ĕçлеме техника та çителĕк- лĕ: Т-150 маркăллă трактор _ 1, Беларусь _ 2, КамАЗ _ 1, ГАЗ _ 1. Яваплă тапхăрта Радий хăй те час-часах руль умне ларать.
_ Ялтан тухса кайса пысăк хуласем тăрăх ĕçлесе çỹрес килмест манăн, килте те ним тумасăр лараймастăн. Çавăнпах ачаран çывăх пĕлекен ĕçе, выльăх-чĕр- лĕх усрама, пуçларăм, çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп, _ терĕ Радий Минерасыхович çуллахи лагерьте тăракан ĕнесем çине кăмăллăн пăхса.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)