27 мая 2016 г.
Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енте "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Республикăра пурăнакансем "Единая Россия" партинчен Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн суйлавне хутшăнма кандидатсем суйларĕç.
Малтанхи сасăлавăн регионти комитечĕ итогсене пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ. Ытти суйлавсемпе танлаштарсан суйлавçăсем харăсах темиçе кандидатшăн сасăлама пултарнă.
Федераллă парти округĕпе Патшалăх Думин кандидачĕ- сенчен Алена Аршинова 74,79 процент сасă пухса мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта ЧГСД депутачĕсем Николай Владимиров (21,88 процент) тата Ирина Клементьева (10,01 процент).
Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш суйлав округĕпе 63,83 процент сасă пуçтарса Николай Малов лидера тухнă. Иккĕмĕш вырăнта _ Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова (23,98 процент). Виççĕмĕшĕнче _ ЧГСД депутачĕ Ильяс Калмыков (7,51 процент).
Малтанхи сасăлав итогĕпе Шупашкарти 38-мĕш округпа Шупашкар хула глави Леонид Черкесов 83,32 процент сасăпа çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Ирина Клементьева (10,89), виççĕмĕшĕнче _ Шупашкарти пиллĕкмĕш гимнази директорĕ Ирина Исаева (8,17).
"Единая Россия" партин регионти ертỹçи Николай Малов каланă тăрăх, малтанхи сасăлава хутшăннисен рейтингĕ _ суйлав умĕнхи ĕçĕн результачĕ: суйлавçăсемпе тата ĕç коллективĕ- семпе тĕл пулни, лару-тăрăва сỹтсе явни, агитаци. Çавăн пекех вăл суйлавчченхи икĕ уйăх чылай çул валли ăнăçлă ĕçлемелли никĕс пулнине те палăртнă. Çак кăтартăва пĕр командăпа килĕштерсе тунă: Республика Пуçлăхĕ, правительство, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕ, Патшалăх Канашĕн тата Патшалăх Думин депутачĕсем.
Патшалăх Думине тата Патшалăх Канашне кандидатсене тăратас пĕтĕмĕшле ыйтăва "Единая Россия" партин регионти конференцинче тата съездĕн-че йышăнаççĕ, вĕсене кăçалхи июнь тата июль варрисенче йĕркелеççĕ.
"Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн исполком ертỹçи Дмитрий Щепелев каланă тăрăх, республикăра малтанхи сасăлав çỹллĕ шайра иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлав участокне пырасси Раççей Федерацийĕпе пысăккисенчен пĕри пулнă _ 20,38 процент.
Дмитрий Щепелев çакăн пек пысăк калăпăшлă процедура пĕрремĕш хут иртнине, çавна май хăш-пĕр çитменлĕхсем тата пысăк мар йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулнине, анчах вĕсем суйлавçăсен шухăш-кăмăлне, кăтартусен тĕрĕслĕхне витĕм кỹ- рейменнине палăртнă.
"Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов организаторсем çынсем сасăлава йышлăн, уйрăмах ирхине, килессе пĕлме пултарайманнипе килĕшнĕ. Малашне суйлавçăсене хăтлăхпа тивĕçтерессине тата черетрен хăтарассине шута илнине каланă. "
Сасăлава пынă çынсене уяв пек туса парас тĕлĕшпе йĕркелỹçĕсем май килнĕ таран тăрăшрĕç,_ палăртнă Леонид Черкесов. _ Вĕрентỹ учрежденийĕн территорийĕнче (суйлав участокĕ) концерт тата спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Çынсем унта çемйисемпе пырса хăйсен сассисене килĕшекен кандидатсемшĕн пачĕç".
Николай Малов суйлав умĕнхи кампанинче сасăлакансем паракан сĕнỹсемпе наказсене пурне те шута илнине, ытларахăшĕ- пе тивĕçлĕ йышăну тунине палăртрĕ. Ыттисем вара Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе республикăри Патшалăх Канашĕн сентябрьти суйлавĕччен "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн суйлав умĕнхи программине хурăнаççĕ. Партин регионти уйрăмĕн ертỹçи малтанхи сасăлаври çĕнтерỹçĕсем лапкка çинче ларманнине, республика тата унта пурăнакансен интересĕсемшĕн тăрăшса ĕçлессине шантарчĕ. Николай Малов: "Эпĕ хам ятран тата "Единая Россия" парти ушкăнĕнчи ĕçтешсен ячĕпе малтанхи сасăлава хутшăннă республика çыннисене тав тăватăп. Кану кунне пăхмасăр вĕсем сасăлав участокĕ- сене пырса чи тивĕçлисемшĕн сасăлама пултарчĕç.
Республикăра пурăнакансем "Единая Российăшăн" сасăласа пысăк хастарлăх кăтартнинчен тĕлĕнмеллех. Çакă малашлăхра çак кандидатсем çине тивĕçлĕ таянма май парать. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчи сасăлавра "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕ хăйĕн тивĕçлĕ командине тăратасса шанатăпах".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)