АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Славян çырулăхĕ тата культури

27 мая 2016 г.

Майăн 24-мĕшĕ _ славян çырулăхĕпе культурин кунĕ пулчĕ. Çак праçник Кирилпа Мефодий вĕрентекенсене асăнмалли кунпа çыхăннă. Ăна патшалăх тата обществăлла организацисем вырăс православи чиркĕвĕпе пĕрле 1991 çултанпа паллă тума пуçланă.

Пиччĕшĕпе шăллĕ византи çар начальникĕн паллă çемйинче çуралнă. Иккĕшĕ те вăл вăхăтри хутла пĕлекен ăслă çынсем пулнă. Вĕсен чи пысăк тивлечĕ _ славян азбукине, алфавитне, сăмах çаврăнăшĕсен методикине туса яни. Пĕр тăвансем çветуй кĕнекесене те куçарнă. Çакă вара шăпах кĕлĕсене ăнланмалла славян чĕлхипе ирттерме май панă. Кирилпа Мефодие çырулăха, тĕн вĕрентĕвне аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине чиркỹ çыннисем, настоятельсем пысăка хурса хак панă. Вилнĕ хыççăн вĕсене çветуйсен статусне панă, хăйсен праçник кунне палăртнă.

 

А. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика