27 мая 2016 г.
Кирек мĕнле ĕç те чун-чĕ-ререн парăнса пурнăçласан çеç кал-кал та ăнăçлă пулса пырать. Ку тĕлĕшпе Сăкăтра пурăнакан С. Егорова телейлисен шутĕнче. Светлана Александровна вăтăр çул пĕр улшăнмасăр Сăкăтри почта уйрăмне ертсе пырать. Çак сахал мар тапхăрта вăл ялти кашни çемьепе пĕр чĕлхе тупнă. Çавăнпах ĕнтĕ çырăнтару тапхăрĕсенче вĕсем тăтăшах плансене тултарса пыраççĕ. Çак кунсенче вăл 50 çулхи юбилейне паллă тăвать, хаçат редакцийĕ ăна ăшшăн саламлать, малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу сунать.
Сăмах май, хальхи вăхăтра районта тухса тăракан "Авангард" хаçат тăватçĕре яхăн çемьене саланать. Район пурнăçне çутатакан "чун апатне" "Красное знамя" хуçалăх дирекцийĕн пуçарăвĕпе (ертỹçи Петр Никифоров) кашни çур çултах производствăра малта пыракансене çырăнтарса парассине йăлана кĕртнине те ырламалла.
А. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)