31 мая 2016 г.
Патăрьел районĕнчи хисеплĕ çамрăк ăру çыннисем! Сире тата аçăр-аннĕре Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун ячĕпе саламлатпăр!
Пирĕн районта вĕренĕве, спорта, тавракурăма аталантарма условисем çителĕклĕ. Ачасем, çулĕсене пăхмасăр, район чысне республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче, ăмăртусенче хỹтĕлеççĕ.
Çак паллă кун пур ачана те çуллахи каникулта лайăх канма, çĕнĕлĕхсем уçма, асра юлмалли самантсем нумайрах пухма, аçăр-аннĕрпе тата тус-юлташăрпа савăнăçăра пайлама сунатпăр. Ачалăхри ĕмĕтĕрсем пурин те çитчĕр, çывăх çыннăрсем яланах хăйсен юратăвне тата хỹтлĕхне парнелеччĕр!
Район пуçлăхĕ М. ПЕТРОВ. Район администраци пуçлăхĕ Р. СЕЛИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)