АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă пурнăç палли

31 мая 2016 г.

 Шкулсенче юлашки шăнкăрав вĕренỹ çулĕ вĕçленнине пĕлтерсе янăрарĕ. Çак хумхануллă, çав вăхăтрах савăнăçлă самант ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упранать. Çулсем иртсен те хамăра кам-кам саламланине, ырă суннине ăшă кăмăлпа аса илетĕн. Савăнăçлă линейкăна ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем те килетчĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсем хуçалăх ĕçне хастар хутшăннă вĕренекенсене хавхалантарса укçа паратчĕç, юлашки шăнкăравра выпускниксене çутă малашлăх суннă май ял хуçалăх специальноçне алла илнĕ хыççăн тăван тăрăхра кĕтнине пĕлтеретчĕç. Шел пулин те, юлашки çулсенче саламлакансем йышĕнче ял хуçалăх предприятийĕ- сен "тилхепине" тытакансенчен хăшне-пĕрне çеç курма пулать. Ыттисен те вăхăчĕсем çук, те шкула пырса çỹрени ытлашши теççĕ. Те тата расхутланасран та хăраççĕ... Паян кооперативсенче трактористсем, дояркăсем, ветеринарсем çитменнине, халь ĕçлекеннисен те пенсие кайма вăхăчĕсем çитсе пынине шута илсен хуçалăх ертỹçисен вĕренỹ учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытмалла пек туйăнать. Тен, шăпах юлашки шăнкăравра сăмах калани тепĕр ачана професси суйласа илме, ялтах тĕпленме пулăшать? Ăшă сăмах ăшăтать, сивĕ сăмах сивĕ-тет, тенĕ ваттисем. Кашни çынах учитель е экономист, е юрист пулайманнине, пурнăçра агроном та, инженер та, механизатор та кирлине çамрăксен чунĕ патне çитермелле. Вĕсемсĕр хирте тырă та кашламаннине, сĕтел çинче çăкăр та выртманнине тепĕр хут аса илтерсен те ытлашши пулмĕ. Выпускниксем кайран хăйсене чăннипех те курма хавассине, ĕç шыраса çỹ-ресе нушаланмалла маррине, тивĕçлĕ шалу пуласса шанса тăччăр. Сăмах май, нумайăшĕ ас тăваççĕ-тĕр, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче колхозсем направленипе çамрăксене Шупашкарти ял хуçалăх академине вĕренме яратчĕç. Диплом илнĕ ĕнерхи студент ялах килнĕ, тĕпленнĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе, техникăпа интересленекен ачасене паян та çаплах диплом илме пулăшма май пур та вĕт...

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика