АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ-ЧИ МАТТУРРИСЕНЕ ПАЛĂРТНĂ

31 мая 2016 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятинче дояркăсен тата осеменаторсен конкурсĕ иртнĕ. Мероприятие "Труд", "Звезда", "Первомайск", "Красное знамя", "Батыревский", "Малалла", "Исток" хуçалăхсенче вăй хуракансем тата патшалăх ветеринари службин районти специалисчĕсем хутшăннă.

Конкурс дояркăсем ĕне сума пуçланичченхи тапхăртан тата сĕт сăвассинчен пуçланнă. Унтан çак çăмăл мар профессинче вăй хуракансем теори пайне еплерех пĕлнине кăтартнă.

Выльăхсене искусствăлла майпа йăхтаракан операторсем лабораторинчи ĕçсемпе, ĕнесене тата пушмаксене йăхтарассипе, учетпа отчет тăвассипе паллаштарнă.

Аслă Чементи ветеринари участокĕн ертỹçи Т. Семенова конкурсра хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнине кăтартса панă. Ахальтен мар вăл вăй хуракан территоринче ĕне-выльăха искусствăлла майпа йăхтарасси çулран-çул ỹссе пырать.

Паян районти 6 ветеринари участокĕпе лечебницинче выльăхсене йăхтармалли пунктсем пур. Вĕсенче пĕлтĕр 698 ĕнепе пушмак пăрăва пĕтĕлентернĕ, кăçалхи тăватă уйăхра _ 264.

Дояркăсем хушшинчи ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн пĕрремĕш вырăна Мария Сидукова ("Батыревский"), иккĕмĕшне _ Светлана Шайманова ("Труд"), виççĕмĕшне Василиса Ильметова ("Звезда") йышăннă.

Выльăхсене искусствăлла майпа йăхтаракансем хушшинче Ринат Ахмеров ("Исток") чи маттурри пулни палăрнă. Клара Ульянова ("Труд") тата Галина Андреева ("Звезда") осеменаторсен пĕлĕвне те тỹресем пысăка хурса хакланă.

Мероприятие хутшăнакансене "Труд" кооператив ертỹçи Н. Михайлов хуçалăх пурнăçĕпе паллаштарнă, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ ял хуçалăх, çĕр, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕ- сен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов саламланă, çĕнтерỹçĕсене дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнă, район чысне республикăра ăнăçлă хỹтĕлеме суннă..

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика