АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрама кирлĕ мар, пĕлмеллех!

31 мая 2016 г.

ВИЧ _ вăраха кайнă инфекци чирĕ. Вăл çынсен иммун системине хавшатать. Çавна май туберкулез, вируслă гепатит, ỹпке шыççи палăрма пултарать.

СПИД вара ВИЧ инфекцийĕн юлашки тапхăрĕ шутланать. Чиртен маларах сипленмесен вилес хăрушлăх та пур.

Мĕнле сарăлать-ха ВИЧ? Вăл юнра, ар вăрлăхĕн- че, влагалище шĕвекĕнче, кăкăр сĕтĕнче палăрма пултарать. Пĕр çынран теприне вара унитаз кăшкарĕ урлă, чуптунипех, юнашар ларса апат çинипех, çывăххăн калаçнипех, телефонпа усă курнипех, шăна-пăван çыртнипех, куççуль витĕр, пĕр кỹлĕре шыва кĕнипех ермест.

СПИДпа ытларах çамрăксем чирлеççĕ. Сăлтавĕ _ ар çыхăнăвĕнче сыхланма май пур меслетпе усă курманни. Инфекци лекнине маларах сисни вара чире аталанма памасть. Çакнашкал вируслă йывăр çын хĕрарăмсен те сиплев курсĕ ирттермелле.

Усал та хăрушă чир ан çулăхтăр тесен çамрăксем хушшинче вăхăтра витĕмлĕ калаçу ирттерни кирлĕ. Гигиенăна пăхăнни те пĕлтерĕшлĕ. Ỹте касма пултаракан (хачă, сухал хырмалли тата ытти те) ют çын хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курмалла.

Республикăра иртнĕ çул çак чирпе _ 1995, пирĕн районта вара 18ăн чирлине тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче хĕрарăмсем те пур. Республикăра ВИЧ инфекциллĕ амăшĕсенчен 313 ача çуралнă. Ун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та пур. Пĕлтĕр 4 ачана шута илнĕ.

А. ЧЕРНОВА, районти тĕп больницăри врач-инфекционист

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика