31 мая 2016 г.
Майăн 22-мĕшĕнче çĕршывĕпех пулнă "Единая Россия" партин малтанхи суйлавĕ Чăваш Енре çỹллĕ шайра иртнĕ. Ку енĕпе пирĕн регион Атăлçи Федераци округĕпе те, Раççей шайĕпе те малтисен йышĕнче.
"Пирĕн республика. Тĕп тема" программăн _ ГТРК "Чувашия", Чăваш Енĕн наци телерадиокомпанийĕн, "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕн черетлĕ кăларăмне хальхинче праймериз темине халалланă.
Программăна паян, майăн 31-мĕшĕнче, "Россия 24" каналпа 18 сехет те 35 минутра, Чăваш наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра пăхăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)