АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккисем чỹречерен те ỹкеççĕ, шывра та путаççĕ

03 июня 2016 г.

УЧУХНЕ çынсем хулара çеç мар, ялта та культурăллă, тирпейлĕ пурăнма тăрăшаççĕ. Эпир пĕчĕккĕ чухне çулла шăна-пăван пỹр-те кĕресрен капрон тутăр е марля таткипе çеç кантăка карса хуратчĕç. Халĕ вара рама ăшне илнĕ вĕтĕ-вĕтĕ шăтăксемлĕ москит сетки модăна кĕчĕ. Пĕрре пăхсан вăл чăнах та чỹрече пекех шанчăклă вырнаçнăн туйăнать. Çакă уйрăмах ачасемшĕн питĕ ултавлă. Пĕчченлĕхе туйса кантăк янахĕ çине йăпăр-япăр хăпарса кайма юратаканскерсем нимĕн те мар сеткăна ярса тытса леш еннелле тухса ỹкме пултараççĕ. Килте ларсах инкек йăтăнса ан антăр тесен чăн малтан ашшĕ- амăшĕн, аслисен уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче питĕ асăрханмалла. Шăпăрлансене хăйсене çеç пĕр минут та шанса хăвармалла мар. Шутлă секундрах темĕн те сиксе тухма пултарать. Шел пулин те республикăра кун пек икĕ тĕслĕх пулнă та.

Сăмах май, шывра ачасем путса вилнĕ хурлăхлă статистика пирки те палăртса хăварас килет. Çак кунсенче Çĕмĕрле районĕнчи пĕр çемьере икĕ ача путса вилни пуриншĕн те сехĕрленмелли, сыхă пулмалли тĕслĕх.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика