03 июня 2016 г.
Тăван тавралăха сыхласси, упрасси _ кашни çыннăн тивĕçĕ. Çĕр çинче пурăнаканăн кулленех çитес ăру валли хамăр мĕн тăратса хăварни пирки тĕплĕн шухăшламалла. Çакна тĕпе хурса районта кăçал юр кайма пуçласанах экологи субботникĕсем ирттерме пуçланă, вĕсенче 699 кубла метр çỹп-çап пухнă. Çавăн пекех санкцилемен ăпăр-тапăр 87 купана пĕтернĕ.
Хамăр пурăнакан вырăна хитрелетес тĕллевпе 55 газонпа клумба тунă. Первомайскинче Ĕç çыннин çулталăкне тата Патăрьелĕнче вĕренĕве халалласа аллея уçнă. Шăхачри фельдшерпа акушер пункчĕ умĕнчи, Тутар Сăкăт ялĕн хĕвел тухăç пайĕнчи (Сарсаз) паркра та малашне йывăçсем кашласа ларĕç. Иртнĕ çулсенче йĕркеленисене реконструкциленĕ.
Кăçал районĕпе 10002 йывăç тата 3030 тĕм лартнă, хăрнисене 1260 тĕп каснă.
К. МИХАЙЛОВСКАЯ, район администрацийĕн строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн специалисчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)