АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх ачаш та, ырă та пултăр

03 июня 2016 г.

Ачалăх вăхăчĕ кашни çын чун-чĕринче ырă та ăшă, савăк кăмăл çуратать. Паянхи çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ çеç мар, ăслă-тăнлă та анлă тавракурăмлă, пысăк культурăллă çын пулса ỹстĕр тесе кашни шкул коллективĕнчех тăрăшаççĕ, çак тĕллевпе тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулу йĕркелеççĕ. Акă, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти кĕçĕн класра вĕренекен хастарсем чăн малтанах районти "Çăкăр" краеведени музе- йĕнче пулса хăйсене кăсăклантаракан экспонатсемпе паллашнă, районти пултаруллă çынсем пирки итленĕ. Ун хыççăн музей директорĕ О. Гусарова тата кунта экскурсоводра тăрăшакан Н. Румянцева ĕç маршручĕпе тин çеç шкул саккинчен тăнă кĕçĕн класс ачисене районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцине илсе çитернĕ. Кунта шăпăрлансене хаçат редакторĕ Н. Мазякова творчество коллективĕпе, хаçат историйĕпе кĕскен паллаштарнă, çамрăк туссене район хаçачĕпе тачă çыхăну тытма сĕннĕ, ачасем хушшинче "ыйту _ хурав" конкурс ирттернĕ.

Хамăр корр.

"Патшалăх тытса пыракан политикăра чи приоритетлă çул-йĕр вăл - амăшлăхпа ачалăха сыхласси, çитĕнекен ăрăва пур енлĕн аталанса ỹсме кирлĕ условисем туса парасси. Чăваш Енре 3 çултан аслă мĕн пур ачана ача садĕнчи вырăнпа тивĕçтерес проблемăна пĕтĕмпех татса панăпа пĕрех, муниципалитетсен 60 проценчĕ çулталăк çурăран аслăрах ачасене шкулчченхи вĕренỹпе тивĕçтернĕ".

(Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун ячĕпе саламланинчен)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика