03 июня 2016 г.
Суту-илỹ çурчĕсенче ĕçлекенсем час-часах срокран тухнă тавара та сутаççĕ. Хăш-пĕр чухне васканă е урăх çынпа калаçнă май реализацилеме юракан вăхăта пăхмасăрах туянатăн. Çакăн пек чухне мĕн тумалла-ха тата камран пулăшу ыйтмалла? Раççей Федерацийĕн "О защите прав потребителя" саккунăн пиллĕкмĕш статйин пиллĕкмĕш пункчĕпе килĕшỹллĕн çимелли тата хуçалăхра усă курмалли япаласене сутма палăртнă вăхăтран иртсен реализацилеме юрамасть. Раççей Федерацийĕн "О качестве и безопасности пищевых продуктов" саккунăн виççĕмĕш статйин иккĕмĕш пунктĕнче те çакăн пирки тĕплĕн ăнлантарнă.
Срокран тухнă таварсене çийĕнчех пăрахăçа кăлармалла.
Çакна сутуçăн хăйĕн тумалла. Унсăрăн патшалăх надзорĕ тата контроллекен органсем пырса çак ĕçе пурнăçлаççĕ, ветеринарипе санитари, санитарипе эпидемиологи тата ытти экспертизăсем ирттереççĕ.
Раççей Федерацийĕн Кодексĕн иккĕмĕш пайĕн 14.4 статйипе килĕшỹллĕн административлă йĕркене пăснăшăн сутуçăсене штраф параççĕ. Уйрăмах срокран хăвăрт тухакан сĕт-çу, аш-какай изделийĕсене, сывлăхшăн хăрушлăх кăларакан ытти çимĕçсене тимлĕ пăхаççĕ. Лавккаран срокран тухнă тавар туяннă пулсан тỹрех суту-илỹ çурчĕн администраторĕ е хуçи патне чекпа пымалла, тавара каялла тавăрса пама, урăххипе улăштарма каламалла. Хăть хăçан та чека упрамалла, шăпах вăл срокран тухнă тавара çак лавккаран туяннине ĕнентерет. Çавăн пекех пулса иртнĕ ĕç пирки жалоба кĕнеки çине çыру-хурав илме хăвăрăн адресăра, телефон номерне кăтартса çырса хăвармалла.
Суту-илỹ предприяти ертỹçи срокран тухнă тавара лайăххипе улăштарма е укçăра каялла тавăрса пама килĕшмесен Патăрьел ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 13-мĕш çуртра вырнаçнă Федераци Управлени службин Чăваш Республикинчи çын хăтлăхне тата потребитель правине хỹтĕ- лекен сферăри надзорăн районти территори уйрăмне каймалла. Кунта çирĕплетекен фактсемпе заявлени çырса хăвармала.
Тавар туса кăларакан яланах продукци çине усă курмалли вăхăта палăртать, çавăнпа та вăл е ку япалана туяннă чухне тимлĕ-рех пулмалла. Маркировкăра срок тухмалли тапхăра (тавара срокран тухнă тесе туса кăларнă кунран шутлаççĕ), çавăн пекех реализациличчен упрамалли условине те, кунта температура режимĕ тата ытти те кĕрет, палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, сĕт сивĕтекен камерăра тăмасан е холодильник ĕçлемест пулсан, усă курмалли вăхăчĕ иртсе каймасан та, пăсăлни куçкĕретех.
Срокран тухнипе тавăрса панă тавара каялла витрина çине хунăшăн сутуçăна çирĕп айăплаççĕ. Пăсăлнă тата реализацилемелли тапхăр иртнĕ япаласене сутни _ законодательство нормине пăсни, уншăн дисциплинарлă, административлă, уголовлă майпа айăплаççĕ. Енчен те срокран тухнă тавар туянтăр пулсан сирĕн укçăра каялла илме е пахалăхлă продуктпа улăштарса пама ыйтма право пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)