03 июня 2016 г.
Июнĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна паллă турăмăр. Пирĕн çĕршывра ку уяв çуллахи каникул пуçламăшĕпе, ачасен кану лагерĕсенче пĕрремĕш смена уçăлнипе тата аслашшĕ-асламăшĕ патне кайнипе тĕл килет. Республикăра çав кун хаваслă мероприятисем иртрĕç, вĕсенче шкула тата садике çỹрекенсем те хастар хутшăнчĕç.
Июнĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртнĕ "Ачасен ирхи зарядки" флэш-моб унта хутшăнакансен йышĕпе чи пысăк- ки пулчĕ пуль. Чăваш Енĕн тĕп хулинче вăл виççĕмĕш хут пулчĕ, унта кашнинче пиншерĕн тухаççĕ _ ача сачĕсене çỹрекенсем, воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ. Йĕркелỹçĕсем палăртнă тăрăх, кăçал ирхи зарядкăра Шупашкарти пĕтĕм садиксенчи 10 пин ытла шăпăрлан хутшăннă. Хĕрлĕ лапамра çеç мар, хулари парксенче те йĕркеленĕ кунашкал мероприятие. Лакрей вăрманĕн- че "Страна почемучек" вăйă программи пулнă.
Конкурссене хутшăннă çамрăк эрудитсене, ашшĕ-амăшĕпе ытти участниксене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. Николай Малов июнĕн 1-мĕшĕ ачасен тĕп уявĕсенчен пĕри _ çулла тата каникул пуçламăшĕ _ пулнине палăртнă.
"Юлташсемпе тĕл пулмалли, асран кайми çул çỹревсен тата мыскарасен ылтăн вăхăчĕ ку, _ тенĕ Патшалăх Канашĕн ертỹçин çумĕ.
_ Эпĕ яла, юратнă пĕвене, пулла çỹренине те аван ас тăватăп _ манăн ачалăхра ку куна çакăн пек анлă туман, çапах пирĕншĕн июнĕн 1-мĕшĕ чăн-чăн уяв пулнă. Пирĕн тĕллев _ çак вăхăта паянхи ачасем шăп çапла йышăнччăр тесе тăрăшасси", _ хушса хунă Николай Малов. Ачасем асфальт çинче ỹкерчĕк-сем тунă, çĕнтерỹçĕсене парнесемпе _ плюш упасемпе, паркри аттракционсем çинче ярăнмалли билетсемпе _ чысланă.
Çав хушăрах аслисен пĕчĕк граждансен хăрушсăрлăхĕ çинчен пĕртте манма юрамасть. Шăп çуллахи каникул кунĕ- сенче-çке ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пĕтĕм яваплăх ашшĕ-амăшĕн хулпуççийĕ çине тиенет.
Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕ- лемелли куна пирĕн районта та анлăн паллă турĕç. Çав ятпа Патăрьелĕнчи культурăпа кану паркĕнче "Кулăпа хĕпĕртỹ _ лайăх парне" уяв иртрĕ. Çитĕ- некен ăрăва малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Моисеев саламларĕ. Унтан ачасем патне юмахсенчи сăнарсем килчĕç: Фея, Карлсон, Алиса тилĕ, Базилио кушак тата ыттисем те. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4г класри ташă ушкăнĕ (ертỹçи Т. Толстова) тата "Евгения" халăх ташă ансамблĕ (А. Михайлова) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Саланчĕ вара таврана юрă-кулă, вăйă-кĕвĕ. "Эпĕ ачалăха ỹкеретĕп" конкурс ĕçĕсем парка канма килекенсене пĕр кун çеç савăнтармĕ.
Çавăн пекех ытти ял тăрăхĕсенче те Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемеллли куна халалланă мероприятисем иртрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)