03 июня 2016 г.
Хам ĕмĕрте икĕ хутчен пушарниксен яваплă та теветкеллĕ ĕçне куçăмпа курса хак- лама тиврĕ. Пĕрремĕшĕ _ ача чухне тăван ялăмăрта колхозри пĕр хуралтăна витнĕ шифер тăрри вăрçăри евĕр шартлата-шартлата аякка ывтăнни, тепри вара Хурама Тварта пĕр-икĕ çул каялла çеç пĕртăван чиперкке хĕрачасем куç умĕнчех вутра кĕлленсе шăмă-шакă купине çаврăнни... Ун чухне çак инкек чунри мĕн пур ырă туйăма тепĕр май пăлхатрĕ.
"Манăн чуншăн чи хăрушши вут-çулăма парăнтарса пурлăха çăлса хăварасси мар, унта кĕрсе чĕри тапма чарăннă çынсен кĕлеткине, уйрăмах çакăн пек пĕчĕкскерсене, илсе тухасси...", _ арçынла чăтăмлăхне çĕнтереймесĕр куççульне шăлчĕ ун чухне вутра кĕлленнĕ пепкесен кĕлеткине пĕрин хыççăн теприне йăтса тухнă пушарник. "Çакăнтан йывăр та яваплă професси çĕр çĕнче тата пур-ши?" _ тăруках мĕлтлетрĕ шухăш. Çапла, "01" служба ĕçченĕсен çын пурнăçне çăлассишĕн вутра та çунмалла мар, шывра та йĕпенмелле маррине куçпа курса ĕненнĕ хыççăн вĕсен умĕнче чăнласах та çĕре çити пуçа таяс килет. Ĕçĕ хăрушă та, мăнаçлă та. Ахальтен мар ĕнтĕ районти пушар хуралĕн службине туса хунăранпа 70 çул çитнине паллă тунă уявра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вут-çулăмпа пулакан инкексене парăнтаракан паттăрсене (çаплах калас килет) кашнинех ятран асăнса тĕрлĕ шайри Хисеп грамотине, Тав хутне тата ытти наградăсене парса чыс турĕç.
Юбилейпе çыхăннă уяв районти 26-мĕш пушар чаçĕн кантурĕ умĕнченех пуçланчĕ. Вăл сăлтавсăр та мар. Пушарниксем хăйсен хуралне туса хунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа яваплă профессиллĕ ĕçтешĕсене хисеплесе палăк лартмалли вырăнта ятарлă çыруллă текстпа чул уçрĕç. Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Первомайски чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей пулас палăк вырăнне сăвап- ланă хыççăн уяв савăнăçне пĕрле пайлама çитнĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управлени начальникĕ _ Станислав Антонов генерал-майор _ Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов, республикăри пушара хирĕçле службăн начальникĕн çумĕ Вячеслав Укладов, республикăри чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн шыравпа çăлав службин начальникĕ Николай Глухов, республикăри ВДПО Совечĕн председателĕ Светлана Сергеева район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа тата районти пушар хуралĕн яваплă представителĕсемпе пĕрле ку чухнехи тата вуншар çул каяллахи пушар техникин куравĕпе паллашрĕç. Паллах, паянхи "01" службăн васкавлă пулăшу машинисен мăнаçлăхĕ пысăк. Харăсах вун икĕ тонна шыв кĕрекен шăнăçуллă савăтпа инкек пулнă вырăна тухса кайма та шанчăклă. Унсăр пуçне куçса çỹрекен мотопомпа, бензогенератор, çул çинче пулакан аварисенче (пушарниксем вĕсене те хутшăнаççĕ) пулăшу памалли инструмент та вут-çулăма парăнтаракансемшĕн чи кирлĕ ĕç хатĕрĕ шутланаççĕ. Пушар хуралне йĕркеленĕ çулсенчи лаша вăйĕпе тата пичке шайĕнче, алă насусĕпе усă курса çынсем хăрушă пушара парăнтарнине сăн ỹкерчĕксенче курни паянхи çамрăксемшĕн юмахри пек çеç туйăнать-тăр: пурте айванла, çити-çитми, мĕскĕн...
Çул хыççăн çул истори страницине черетленĕ май, пушар хуралĕн ячĕ-шывĕ çеç мар, унăн пурлăхпа техника бази те, кадрсен ăсталăхĕ, профессионализмĕ те ỹссех пынă. ЧПУн филиалĕнче йĕркеленĕ торжествăлла пайăн пуçламăш докладĕнче районти пушар хуралĕн историйĕ пирки ПЧ_26 начальникĕ Александр Викторов тĕплĕн каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра пушар хуралĕн Патăрьелĕнчи гарнизонĕн подразделенийĕсенче вăтăра яхăн çын службăра. Унсăр пуçне икĕ муниципаллă подразделени, виçĕ ведомство пушар хуралĕ, пилĕк ирĕклĕ пушар команди тата вун виçĕ ирĕклĕ пушар дружини. Урăхла каласан, виççĕре яхăн çынлă "çар" тỹрреммĕн е урăхларах меслетпе асăннă служба яваплăхĕ çинче. Вĕсем пурте шанчăклă хуралшăн тăрăшаççĕ.
"...Пушар хуралĕн кашни ĕçченĕ хăйсен яваплăхне хăнăхнă ĕç тесе шутлать. Çапах та вĕсен пархатарлă та чыслă тивĕçне çынсем хак панинчен, вĕсене шаннинчен, пысăк пулăшушăн тав тунинчен пушарниксем халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, сумлă професси çыннисем пулнине çирĕплетет. Ахальтен мар ĕнтĕ ача чухне чылайăшĕ космонавт е пушарник пулма ĕмĕтленет", _ çапла хак пачĕ район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районти пушар хуралĕн сотрудникĕсене (70 çулхи юбилейпе) саламланă май. Пĕрлех вăл теветкеллĕ ĕçре пурне те пысăк тимлĕх, чăтăмлăх, ăнăçу сунчĕ, пушар хуралĕн опытлă ĕçченĕсене тивĕçлĕ наградăсемпе саламларĕ.
Рудольф Васильевич саламĕ çумне тĕп хуламăртан çитнĕ ытти хисеплĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управлени начальникĕ _ Станислав Антонов генерал-майор Патăрьел пушар хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрлех ирĕклĕ пушар хуралĕн çамрăк хастарĕсене те уйрăммăн саламланă май, службăри çăмăл мар ĕçшĕн тав туса кашнинех пысăк хăюлăх, паттăрлăх, ăнăçу сунчĕ.
Юрă-кĕвĕсĕр уяв _ кичем те, тунсăх та. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем юбилей залĕнче куракансене тĕрлĕрен юрăпа савăнтарни _ пысăк парне.
А. ЕГОРОВА.
Çак çынсем тĕрлĕ çул пушар чаçĕн начальникĕнче тăрăшнă: Е. Каримов, Н. Волков, П. Клычков, Н. Цыпленков, В. Такмаков, Н. Хлебников, Н. Кошкин, Е. Паймин, А. Викторов, В. Тямин, Ю. Воробьев, Н. Назаров, А. Викторов (хальхи вăхăтра). Районти пушар надзорĕн инспекцине Н. Афанасьев, И. Кузнецов, Н. Егоров, Н. Суракин, В. Тямин, Ю. Воробьев, С. Андреев, В. Яковлев, А. Тукмаков (халĕ) ертсе пынă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)