АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹпере юрлать тăри, çитĕнет хирте тырри

07 июня 2016 г.

 Эрнекун, июнĕн 3-мĕшĕнче, районта йăлана кĕнĕ уй-хир тĕрĕслевĕ иртрĕ. 195 çухрăма тăсăлнă çул çỹреве район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, çак пайри А. Майрушкин специалист, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе тĕп специалистсем, фермерсем, çавăн пекех кăçал пĕрремĕш хут кадастр инженерĕсем хутшăнчĕç.

Вĕсене чĕннин тĕп сăлтавĕ _ уйрăм çынсен çĕр пайĕсене йĕркипе валеçсе пыманни, çавна май хирсем вакланса пĕтни. Çулленех тĕрĕслев вăхăтĕнче хуçалăх ертỹçисем çакăн пирки тарăхса та пăшăрханса калаçатчĕç, кăçал вара хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем илме те пултарчĕç. Инженерсем те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Патăрьел районĕ çĕрпе тухăçлă ĕçлекен районсенчен пĕри, анчах пирĕн тăрăхра та акăнман-лартăнман лаптăксем пур. Райадминистраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çакăн пирки ял хуçалăх темипе иртекен кашни канашлурах çанă тавăрса вăй хумаллине калать. Уй-хир тĕрĕслевĕ пуçланас умĕн те кун çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ, кăçал пусă çаврăнăшне 1200 гектара кĕртмелли пирки пĕлтерчĕ. Мероприяти тăршшĕпех çак ыйту пĕрремĕш вырăнта тăчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, фермерсем пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртессипе палăртнă плансемпе паллаштарчĕç. Пĕрлех чунĕсене ыраттаракан шухăшсене те пĕлтерчĕç.

_ "Корма" хуçалăхăн çĕрĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Çум курăк ашкăракан лаптăксене сухаласа усă курма юрăхлă тăватпăр, пĕр-ик çул акатпăр, çакăн хыççăн уйрăм çынсем вĕсене илеççĕ. Татмăшра, Вăтаелĕнче çапла пулчĕ, _ терĕ И. Владимиров ертỹçĕ. Турханта вара "Хастар" хуçалăх кĕркунне сухаласа хăварнă лаптăкра çуркунне çак ял çыннисем хăйсен пайĕсене илнĕ. Ытти ял тăрă- хĕсенче те кун пек тĕслĕхсем пур. Ĕçлес текен çынна вăй хума ирĕк памалла-ха ĕнтĕ, анчах ыттисен ĕмĕтне татса çапла тунине çеç ăнланма çук. Акăнман-лартăнман лаптăксем пур вĕт, çавсене илсе çĕр хатĕрлеме никама та чармаççĕ.

Шăнкăртамра пачах тепĕр тĕрлĕ ỹкерчĕк: çĕр пайĕсене илме-илнĕ, анчах усăсăр вырттараççĕ. Пулăхлă тăпра çинче çум курăк ỹсет. М. Валитов ял тăрăх пуçлăхĕ 25 пай пирки "Россельхознадзора" пĕлтерни пирки каларĕ. Çĕрпе ĕçлекен ятарлă орган вĕсен хуçисене пуçран шăлмĕ.

Районта çĕре юратакансем пĕрех нумайăн çав. Çакна лайăххи начарринчен нумайраххипе çирĕплетсех калама пулать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулран-çул хирсем хитреленсе, çум курăкран тасалса пыраççĕ. Акă, Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешĕвĕн уйĕсене пăхса ытармалла мар. Тикĕс шăтса тухнă çурхисем, лайăх хĕл каçнă кĕрхисем куçа илĕртеççĕ. Хуçалăхра чăннипех те кашни ĕçе тĕплĕ туни сисĕнет. Халь кунта тăпра пулăхлăхне пуянлатма тислĕк тăкма пуçланă. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă пулнăран (ĕне-выльăх 735 пуç, кăçал çеç кĕтĕве çĕнетме 61 пушмак туяннă) çулленех ăна хире илсе тухаççĕ.

Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче фермăсем çумĕнче 5-6 çулхи навус тăнине, вĕсене тăкма шухăшламаннине "Чувашский" пĕрлешĕвĕн районти агрохимикĕ С. Шалтынов пăшăрханса пĕлтерчĕ. Сăмах илнĕ май, вăл пăхман çĕр тупăш паманни, тăпра пулăхлăхне кура мĕнле культура ỹстермелли, минераллă удобрени сапмалли пирки тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. "Хире тухса шăхлич каланипе тухăç илеймĕн", _ терĕ Сильвестр Петрович.

"Корма" агрофирма пирки те япăх калаймăн. Хуçалăх кăçал Тутар Тимешĕнчи 15 çул сухаланман 200 гектара пусă çаврăнăшне кĕртме, унта кĕрхисем акса хăварма палăртнă. "Звезда" кооператив та Вăтаелĕнчи пушă выртакан лаптăка ĕçе кĕртнĕ. Икĕ хуçалăхра та акнă-лартнă культурăсем чăшăл çеç шăтса тухнă.

"Исток" агрофирма сахăр кăшманĕ çитĕнтернипе палăрса тăрать. Кăçал та кунта тымар çимĕç 300 гектар йышăнать. Ăна туса илессине йăлтах механизациленĕ. Çум курăкран гербицид сапаççĕ, комбайнпа кăлараççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕне-выльăх 743 пуç, сăваканни _ 300. Çулталăк вĕçне 400-е çитересшĕн.

Фермерсем хушшинче те хăйсен ĕçне чунтан парăннисем пурри савăнтарать. Пикшик ял тăрăхĕнчи В. Багаутдинов, И. Чемеров усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса вăй хураççĕ. Вĕсем кăçалтан мăян-вĕлтĕрен ỹсекен пĕр гектар та пулмассине шантарсах каларĕç. Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер та кашни лаптăкра культурăллă ỹсен-тăран çитĕнтĕр тесе тăрăшать. Вăл "Батыревский", "Исток" хуçалăхсенчен тĕслĕх илсе 400 пуç выльăх кĕрекен вите тăвасшăн. Июльте какай тирпейлекен цех хута яма палăртать.

17-мĕш çул çĕрпе ĕçлекен Е. Мартышкинран та вĕренмелли чылай. Евгений Михайлович районта фермер ĕçне пуçăнаканнисенчен малтанхисенчен пĕри. Вăл çевок çитĕнтерсе тупăш кĕртет. Сухан вăрлăхĕ тимлĕх ытларах ыйтнине тата юлашки çулсенче çу шăрăх килнине шута хурса тумламлă шăварупа усă курать. Сăмах май, пирĕн районта "Красное знамя", "Батыревский", "Корма" хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ, И. Чемеров фермер (169 гектарта, пăрăхсен тăршшĕ тăватă çухрăма яхăн) культурăсене шăварассине йĕркеленĕ. "Исток" агрофирма ятарлă программăпа мелиораци системине вырнаçтарма пуçланă. Çитес çул вăл хута каять.

Çĕнĕлĕхсем кĕртекен фермерсем те пур районта. Алманчăри Н. Федоров хĕвелçарăнăш вăрлăхне акни пирки хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Унăн лаптăкĕ кăçал 350 гектар йышăнать. "АгроМир" хуçалăх вара ăна 800 гектар никĕсе хывнă.

Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем Сăкăтри "Красное знамя" кооперативăн территоринче чарăнсан сенаж хатĕрлекен техникăна курсан пĕр самант шăпăрт çеç сăнаса тăчĕç. Унтан хуçалăха чылай çул ертсе пыракан П. Никифоров ертỹçĕ предприяти пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов выльăх апатне пахалăхлă янтăласси, технологине пăхăнасси, силос шăтăкĕсем патне пыракан çулсене тирпейлесси çинчен каларĕ. Патшалăхăн техника надзорĕн аслă инспекторĕ И. Васильев вырмана хатĕрлеме пикенмелли, çавна май комбайнсене юсама тытăнмалли, ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнасси пирки пĕлтерчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕн хирĕсене те пăхма кăмăллă пулчĕ. Кунта уйрăм пайсем илсе тухакансем те çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ.

Ял çынни укçа тумалли майсем яланах шырать. Туçа тăрăхĕнче пахча çимĕç, сухан-çевок ỹстерсе сутассипе ĕçлеççĕ пулсан, вăрманçĕрри енче выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Çакна Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина та çирĕплетрĕ. Кунта пĕлтĕр уйрăм хуçалăхсем 234 ĕне-выльăх тытнă, кăçал 250 пуçа çитнĕ. Çĕрсен пысăк пайĕпе С. Халитов фермер усă курать. Вăл ĕлĕкхи ферма территоринче качакасем усрама тытăнасшăн.

Уй-хир тĕрĕслевĕнче юлашки чарăну "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче пулчĕ. Икĕ хуçалăхăн _ "Малалла" тата "Первомайск" _ ертỹçи М. Петров таса парпа ытларах ĕçлени, çакă тухăçа ỹстерни, вăрлăхсене çĕнетни пысăк пĕлтерĕшли пирки чарăнса тăчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен районта ака-суха ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра ирттернĕ. Пикшик, Ыхра Çырми, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Шăнкăртам, Çĕньял, Шăхач, Турхан, Аслă Чемен, Первомайски, Ишлĕ ял тăрăхĕсенчи усă курман çĕрсене çывăх вăхăтра пусă çаврăнăшне кĕртме каланă.

_ Çĕр _ пирĕн пуянлăх, унăн кашни лаптăкĕпе туллин усă курмалла, тупăш илмелле. Эпир _ районта пурăнакансем _ çак ĕçе тумасан, никам та килсе пурнăçламасть. Акнă-лартнă культурăсене пуçтарса кĕртме, çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăра çиме пурин те сывлăх пултăр, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тĕрĕслев вĕçленнĕ май.

Юлашкинчен хушса çакна çырса хăварас килет: хăш-пĕр ял хуçалăх, фермер хуçалăх ертỹçисем _ В. Солдатов ("Югель" агрофирма), М. Портнов (Татмăш), А. Денисов (Çĕньял), Н. Фролов (Еншик), В. Кутузов (Ишлĕ), И. Каргина (Кивĕ Ахпỹрт) çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятинчен те пăрăнса юлчĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллашни ытлашши пуласран, çĕрпе тивĕçлипе усă курманран ыттисен умĕнче пичĕсем хĕрелесрен хăрарĕç пулмалла. Пахалăхлă тăпра çинче çум курăк çитĕнтерни никама та чыс кỹмест, вăй çитмесен ыттисене ĕçлеме ирĕк памалла.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика