07 июня 2016 г.
Кăçал пирĕн районтан 671ĕн ĕç ветеранĕн удостоверенине илчĕç. Хальхинче тăрăшуллă ĕçпе палăрнă 29 çынна районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче чысларĕç. Çав ятпа вĕсене район администрацийĕн строительство, обществăлла аталану тата инфраструктура пайĕн начальникĕ Н. Краснов, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, "Юрма" агрохолдинг пĕрлешĕвĕн директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ К. Ермолаев тата ыттисем саламларĕç. Пĕрлех Николай Дмитриевич район аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Наталия Петровна ĕç ветеранĕсене тивĕçекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ.
Ĕçпе пиçĕхнĕ çын тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса лармасть. Кам хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрать, кам пахча çимĕç ытларах çитĕнтерет, Именкассинчи Г. Маркиданова вара çаксемсĕр пуçне тĕр тĕрлессипе те палăрать. Библиотекăра шăпах унăн алă ĕçĕсен куравĕ ĕçлетчĕ. Çавна май Н. Ракова вулавăш ĕçченĕ хисеплĕ чыса тивĕçнисене Г. Мар- киданова ĕçĕсемпе те паллаштарчĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)