АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утаççĕ, чупаççĕ, пĕртте ватăлмаççĕ

07 июня 2016 г.

 "Ỹт-пỹ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывă çын кăна тухăçлă пулма пултарать. Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕп- летет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хă-ват кỹрет" _ тенĕччĕ республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Çак сăмахсем çирĕпленчĕç те ытларикун Патăрьелĕнчи тĕп стадионта ирттернĕ çăмăл атлетика тата ытти ăмăртусенче. Ку хутĕнче унта аслăрах çулхисем хутшăнчĕç. 12 ял тăрăхĕн-чен килнĕ чунĕпе ватăлман спортсменсем. 800 метр чупса пĕрремĕш вырăна саккăрмĕш теçеткене ваклакансем хушшинче Туçари В. Салмин тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче _ Аслă Чементи В. Бахмисов. Мĕншĕн палăртас терĕм-ха Василий Васильевича. Çĕнтерỹçĕсене хавхалантараканни шăпах вăл пулчĕ. Вĕсенчен теçетке çул кĕçĕнреххисенчен Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьевпа физкультурăпа спорт комплексĕн тренерне Н. Трифонова палăртмалла.

Хĕрарăмсен те ỹркенменлĕхĕ пысăк. Еншикри Л. Паймуллинăпа Патăрьелĕнчи Т. Полякова та тăчĕç чупу йĕрĕ çине.

Турханти Галинăпа Геннадий Ларкузовсем скандинави уттипе икĕ çаврăм турĕç. Мăшăр спортăн ытти енĕсене те кăмăллать. Çакна вĕсем дартсра малти вырăнсене çĕнсе илни çирĕплетет.

Шашкăлла выляса Еншикри Д. Краснов, шахматла Кзыл Камышри Р. Якупов çĕнтерчĕç.

Чушкă _ авалхи вăйă. Ĕлĕкрех ăна юратса вылятчĕç. Темĕн чухлĕ тăккаланса спорт инвентарĕ туянасси çук. Ушкăнпа та, сахалрах йышпа та мала тухассишĕн тупăшма пулать. Юлашки вăхăтра çак вăййа çĕнĕрен чĕртрĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Район шайĕнче мала тухакансем (Г. Елкин, Д. Коннов, Н. Нурсов, С. Маков) республикăра палăрчĕç. Халĕ вĕсем Чăваш Ен чысне хỹтĕ- леме çỹреççĕ. Çавăнпа республикăри спорт министерстви те çак вăййа аталантарасси çене тимлĕх уйăрса Патăрьелсенчен тĕслĕх илме сĕнет. Çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесен чушкăлла выляни те аван пулмалла. Ку хутĕнче вара район шайĕнчи тупăшура Д. Коннов çĕнтерчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен командăпа Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакансем мала тухрĕç. Иккĕмĕшĕнче _ Патăрьелсем, виççĕмĕшĕнче _ Турхансем. Çĕнтерỹçĕсене районти "Паттăр" физкультурăпа спорт комитечĕн Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕç. Вĕсене чи тивĕçлисем тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика