АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ тытни ĕненĕве те çирĕплетĕ, ăс-хакăла та пуянлатĕ

10 июня 2016 г.

 ÇĔРТМЕ уйăхĕн 6-мĕшĕнчен мусульман тĕнне тытса пыракансемшĕн пĕр уйăхлăх типĕ тапхăрĕ _ ураза _ пуçланчĕ. Çак çирĕп типĕ вăхăтĕнче хĕвел ансан е вăл тухиччен çеç апат çисе тĕн йăли-йĕркине пăхăнни ĕненĕве çирĕплетме тата ăс-хакăла пуянлатма çеç пулăшĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: ватăсемпе çав тери йывăр чирлĕ çынсем типпе çирĕп тытмасан та юрать. Ун пек чухне мусульмансем мĕскĕнрех çынсене е пулăшу кирлисене кучченеçсем сĕнеççĕ, кăмăлĕсене тупаççĕ.

Кĕлĕ хыççăн пĕрремĕш куннех мусульмансем праçник сĕтелĕ тавра пуçтарăнаççĕ. Унта та тăвансемпе çывăх çыннисене, пĕлĕшсемпе кỹршĕ-аршине тутлă çимĕçсемпе сăйлаççĕ. Уяв кунĕсенче масар çине кайса тăванĕсен вилтăпри умĕнче пуç таясси те ырă йăлара.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика