10 июня 2016 г.
ÇУРКУННЕХИ ака-суха хыççăнхи савăнăçлă та кăмăллă уявччен, Акатуйччен, икĕ кун çеç юлчĕ. Июнĕн 11-12-мĕшĕсенче "Хĕвеллĕ" уçланкăра ватти-вĕтти хĕвĕшĕ, уяв савăнăçне çывăх çынсемпе, пĕлĕшсемпе пайлĕ.
Акатуй_сабантуя çулсеренех çемьесем, ытти юлташ-пĕлĕшсем хăйсен автомашинипе тухасси паллă-ха. Çапах та "хурçă утсăр" çынсем те пулаççех. Вĕсен çак сăлтавпа уява çитесси пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Пассажирсене икĕ кунĕнче те яланхиллех ятарлă автобуссем ирхине 8.00 сехетрен пуçласа каçхине 18.00 сехетченех Патăрьелĕнчи Ленин пло- щадĕнчи чарăну вырăнĕнчен турттарĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)