10 июня 2016 г.
ЮЛАШКИ вăхăтра туй-çуйсене çеç мар, юбилейсемпе ытти савăнăçлă уявсене те килте хатĕрленĕ сăмакунпа ирттерме тăрăшаççĕ. Шанчăклă та, ăна ĕçсессĕн мухмăр-сухмăрĕ те çук-мĕн. Анчах çапла çирĕплетсе калама та шикленмелле иккен. Аншарли хăвачĕ тыткăна илни çеç мар, унăн тытăмĕ "капкăна" та çаклантарать. РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи уйрăмĕн ертỹçи А. Иванов хаçат редакцине çитернĕ хыпар тăрăх темиçе уйăх каялла Алманчăри 46 çулхи пĕр хĕрарăма РФ УКăн 238 статйин 1-пайĕпе килĕшỹл- лĕн айăплă тесе шутлаççĕ. Ку вăл шăпах хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр продукци сутнипе çыхăннă. Çакскер пĕр кунхине хăйсен ял çыннине спитр тытăмлă икĕ пулштука сăмакун тесе улталаса сутнă. Судпа хими экспертизи палăртнă хыççăн хаяр шĕвек тытăмĕн- че вара организмшăн сиенлĕ микрохутăшсем _ ацетальгид, ацетон, кăткăс эфир, метанол, сивуш çăвĕ _ пулнă. Хура ĕçе пакунлисем тĕпчесси малалла пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)