АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹçĕсене палăртнă

10 июня 2016 г.

 Выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тата пысăк кăтартусемшĕн, хĕллехи вăхăтра 835,9 тонна сĕт тата пĕр ĕнерен 3039 килограмм сĕт сунăшăн, ĕне-выльăха 547,8 центнер ỹт хуштарнăшăн тата 100 ĕнерен 95 пăру илнĕшĕн "Исток" агрофирмăн ĕне фермине çĕнтерỹçĕ тесе йышăннă.

Иккĕмĕш вырăна "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ _ хĕллехи вăхăтра 896,5 тонна сĕт, пĕр ĕнерен 3260 килограмм сĕт сунăшăн, ĕне-выльăха 544 центнер ỹт хуштарнăшăн, 100 ĕнерен 81 пăру илнĕшĕн _ тивĕçнĕ.

"Корма" агрофирма 91,9 тонна сĕт тата пĕр ĕнерен 3534 паха шĕвек сунăшăн, ĕне-выльăха 17,59 центнер ỹт хуштарнăшăн, 100 ĕнерен 72 пăру илнĕшĕн виççĕмĕш тухнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче çаксене çĕнтерỹçĕсем тесе йышăннă: "Корма" агрофирмăри Татьяна Бельдекова; "Звезда" ЯХПК-ри ĕне-выльăх самăртакан Галина Мясникова; "Юрма" агрохолдингри сысна самăртакан Светлана Чернова.

2015 çулти производствăпа финанс кăтартăвĕсемпе экономика ăмăртă вĕсен 2015 çулхи çĕнтерỹçисем тесе çак предприятисене палăртнă: ял хуçалăх производствинче пур тĕп отрасле те комплекслă аталантарнăшăн, чи лайăх экономика кăтартăвĕсемшĕн "Батыревский" пĕрлешĕве; ỹсентăран отраслĕнчи лайăх кăтартусемшĕн "Красное знамя" хуçалăха; выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹсемшĕн "Исток" агрофирмăна.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика