10 июня 2016 г.
Çак кунсенче Патăрьелĕнчи "Централизациленĕ клуб системи" акционерсен учрежденийĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕн пысăк йышĕ Санкт-Петербургри _ "Акатуй _2016" культура мероприятине хутшăнса пысăк хавхаланупа инçе çултан таврăнчĕ. Петербургри пĕлтерĕшлĕ культура уявне ентешсене хапăлласа йыхрав яраканĕ тата çĕршер çухрăм хыçа хăварса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пултаруллă сцена ăстисене хамăрăн тулаш чăвашсемпе куçа-куçăн тĕл пултарса паллаштараканĕ те Çĕньял чăвашĕсемех _ Питĕр хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн Канашĕн председателĕ, чăвашлăхшăн пысăк ĕç тăвакан харсăр ентешĕмĕр Владимир Живов тата Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕн хисепне вуншар çул çĕклесе пыракан хастар, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин. Сăмах май, Владимир Живов вунă çул ытла асăннă хулари чăвашсен ентешлĕхне ертсе пырать. Унсăр пуçне 2012 çулхи март уйăхĕнче ăна Санкт-Петербургпа Ленинград облаçĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн суту-илỹпе экономика Представителĕ пулма шаннă. Вăлах Чăваш наци конгресĕн Аслă Канаш членĕ, Санкт-Петербургри нацисен Лигин членĕ. "Екатерингоф" культурăпа кану паркĕнче йĕркеленĕ акатуя Санкт-Петербургра тата Ленинград облаçĕн- че пурăнакан 500 ытла чăваш пуçтарăнса тахçанах пĕр-пĕрне пĕлекен çывăх çынсем пек кăмăлĕсене ирĕке ячĕç. Патăрьел делегацийĕн ушкăнĕнче пулма тỹр килнĕрен, эпĕ те хăш-пĕр шухăшăмсене палăртса хăварам.
Нева юханшывĕ çумĕнче сарăлса выртакан шĕкĕр хуламăрти акатуя хапăл тунă, пире ăшпиллĕн кĕтсе илнĕ кашни çын чăнласах та тăван пекех туйăнчĕ. Сцена çинче янăракан тĕрлĕ халăх юррисем уяв сĕмне пĕрин хыççăн тепри илем кỹчĕç. Патăрьелĕн чипер пикисемпе хастар арĕсем сцена çине тухса кăтартнă вокалпа хореографи сюити тата ытти юрăсем хыççăн тăвăллăн алă çупни, пултарулăх коллективĕн кашни номерне хапăлласа йышăнни пире ăшшăн тав туниех тесе шухăшларăмăр. Кашни сăмах, хускану чунсенче ăшă туйăм вăратрĕ. Уяв хăнисене Чăваш Республикинчен кайнă ытти артистсем те хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.
Питĕрти чăвашсен ентешлĕхĕ паян Раççей шайĕнчи пысăк хулара мăнаçлă вăй пулса тăни пархатарлă, ырă ĕç. Чăваш сасси тĕнчипе янăрани _ телей. Ку вăл пирĕн чĕлхе пуянлăхĕ, культура аталанăвĕ, ырă малашлăхăн маякĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Питĕр хулинчи чăвашсен ентешлĕх ертỹçи Владимир Живов район администраци пуçлăхĕ Рудольф Васильевич Селиванов ячĕпе ăшă тав çырăвне янă. "Пирĕн хуламăрта пĕрремĕш хут ирттернĕ хула губернаторĕ ша- йĕнчи чăвашсен уявĕнче Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн пултарулăхне сцена çинчен кăтартни _ пысăк культура событийĕ...",_ тесе хак панă вăл çырура кĕскен ентешсене инçе çула çывăх тума май тупса панăшăн. Мĕнех, ентешĕн сăмахĕпе килĕшмеллех. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашкинчен Анатолий Шакинăн "Тăван ялăм" юрри куççуль те кăларчĕ... Ăнăçу сана, районти юрăпа ташă ансамблĕ!
Нина МАЗЯКОВА, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)