АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аксаков модернизацийĕ?

10 июня 2016 г.

Çĕнĕ Шупашкарти "Химпрома" Волгоградри панкрута тухнă, парăмĕ 8 млрд тенке çитнĕ предприятин кивелнĕ, авариллĕ оборудованине куçарассипе сĕнỹ пулнă. Унăн пуçаруçи РФ Патшалăх Думин Экономика политикин, инноваци аталанăвĕпе предпринимательлĕхĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков.

Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" ПАОра "Раççейĕн хими комплексĕн çивĕч ыйтăвĕсем тата малашлăх аталанăвĕ. Ỹсĕм экономики" канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, республикăри влаçсен, федераци министерствисен представителĕсем, хими предприятийĕсен ертỹçисем, отрасль эксперчĕсем хутшăннă.

Канашлура ют патшалăхсенчен илсе килекен таварсем вырăнне продукцие хамăр патăртах кăларасси, республикăри хими промышленноçне аталантармалли çул-йĕр пирки ыйтусене сỹтсе явнă. Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, акă, Чăваш Енĕн тулашри суту-илỹ çаврăнăшĕн тытăмĕнче хими индустрийĕн продукцийĕн тỹпи 65 процента яхăн. Вăл ĕçлесе хатĕрлекен производствăсен тиесе ăсатакан продукцин пĕтĕм калăпăшĕн 20 проценчĕпе танлашать.

Çапах та, отрасльте лайăх енсемпе пĕрлех çивĕч ыйтусем те пур, чи малтанах тĕп фондсем кивелни, вĕсене çĕнетесси палăртнă вăхăтра кирлĕ пек пулса пыманни. Çак йывăрлăхсене пăхмасăр сасартăк РФ Патшалăх Думин Экономика политикин, инноваци аталанăвĕпе предпринимательство комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков Волгоградри "Химпром" АУОн оборудованийĕпе технологийĕсене Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" ПАО площадкине куçарасси пирки сĕнỹ парать. Ĕçĕ кунта çакăн пек, çĕршыври химин чи ватă предприятийĕ хальхи вăхăтра ĕçлемест, нумай çула тăсăлакан панкрутлăхпа çыхăннă процедура пырать. "Оргсинтез" ГК генеральнăй директорĕ Ярослав Кузнецов, канашлăва хутшăннăскер, çак тапхăрта оборудовани тутăхни, юрăхсăра тухса пынине пĕлтернĕ. Сăмахран, экспертсем палăртнă тăрăх, 2014 çул тĕлне оборудовани 95 процент таран кивелнĕ.

Çакă çеç мар. Волгоградри "Химпром" АУОн кредиторсен пухăвĕн представителĕ Владимир Кузнецов асăннă предприятин оборудованийĕ пĕтĕм çĕршыври тахçанах чи пысăк авариллисенчен пĕри шутланать. Çакăн пекех вăл канашлăва хутшăннисене предприятин энергипе тивĕçтерекенсен умĕнчи парăмĕ 8 миллиард тенкĕ ытла пулнине пĕлтернĕ. Оборудовани кивелни Волгоградри "Химром" производстăвана çĕнетме инвестици хывас вырăнне темиçе çул электорэнергишĕн парăмсене тỹлеме янипе те çыхăннă.

Çакăн йышши хăюллă пуçарулăха Анатолий Аксаков хĕрỹлĕхпе кăтартма шутланă тесе калама пулать. Тен, вăл çавăн йышши йышăнăвăн сиенĕ республикăра пурăнакансен экологи хăрушсăрлăхне çеç мар, çакнашкал туяну Чăваш Енĕн экономикишĕн мĕн хака ларнине те шута илмен. Чăваш Енĕн премьер министрĕ Иван Моторин хими производствине Çĕнĕ Шупашкара куçарас шухăш пирки питĕ асăрхануллă пулнă. Вăл Волгоградри "Химпром" оборудованийĕ мĕнле шайра пулнине, ăна республикăна мĕнле илсе килмеллине тĕп-лĕн шухăшламаллине каланă. Уйрăмах хими производстви хăрушă пулнине шута илмелле.

Унсăр пуçне Иван Моторин Волгоградри предприятин парăмĕсем Чăваш Ен экономикишĕн кирлех маррине аса илтернĕ. Сăмахран, "Трактор завочĕсем" концернăн энергетиксен умĕнчи парăмĕ 1 миллиард тенкĕпе танлашнине кашниех пĕлет. Республика правительстви федераци влаçĕсемпе пĕрле республикăри пысăк предприятири ĕç-хĕле лайăхлатас, çивĕч лару-тăруран тухас енĕпе майсем шыраççĕ. Çавнашкал лару-тăру панкрута тухнă предприятин 8 миллиард тенкĕлĕх парăмĕ Чăваш Ен экономикин хушма тиевĕ пулнине кура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин лару-тăрăвне начарлатма çеç пултарать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика