АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 65 çулĕ сисĕнмерĕ, иртрĕ-юлчĕ хыçала

10 июня 2016 г.

Ят-сумĕ çĕре ỹкмерĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи Николай Григорьевăн. Георгий Григорьевичпа Агафия Константиновнăн çемйинче иккĕмĕш ывăл вăл. Ашшĕ- пе амăшĕ умлă-хыçлах ултă пăхаттир çуратнă! Шел, çемье пуçĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Мельникре ĕçлекенскер, фуфайкипе йĕке çумне çакланнă та йывăр суранланнă... Амăшĕ вара ывăлĕсене ура çине пĕчченех тăратнă.

Улмисем йывăççинчен аякка ỹкмен. Ĕçчен çынсен ачисем те правур çитĕннĕ. Акă, Николай Георгиевичах илер. Ачалăхĕ унăн ыттисеннипе пĕрешкелех иртнĕ. Именкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ пухнă хыççăн Коля "Герой" колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Икĕ çултан Канаш хулине электросварщик профессине алла илме кайнă. Унтан Шупашкарта каменщик специальноçне хăнăхнă. Маларахри ĕçĕпе вара Первомайскинчи "Сельхозтехникăна" вырнаçнă.

Çулталăкран каччăна салтака кайма ят тухнă. Строительсен чаçне лекнĕ чăваш. Конституци тивĕçне чыслăн пурнăçланăран командованин тав çырăвне тата "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ята çĕнсе илнĕ.

Салтак аттине хывсан Коля колхоза электросварщика вырнаçнă. Çамрăкра малашлăх курнах ертỹçĕсем. Ăна водителе вĕренме янă. Вара Николай Георгиевича техпомощь машини çине лартнă. Кунсерен пилĕк бригадăна та çитмелле пулнă унăн. Техника нумай-çке хуçалăхра. Кирек хăш кăлтăка та ĕç вырăнĕнчех тỹрлетме тивнĕ. Тыр-пул акакан трактора е пухакан комбайна парка анса çỹ- реттермен. Сварщик-водитель пулса 13 çул ĕçленĕ Коля.

Колхозсем пĕчĕкрех ушкăна пайлансан Кĕçĕн Арапуçĕнчи "Новая сила" хуçалăхра уй-хир бригадирне кỹлĕннĕ вăл. 1995 çулта кунта кашни гектартан кĕлет виçипе 29 центнер ытла тĕш-тырă пухса кĕртсе районти ăмăртура мала тухнă. Çавăншăн ял хуçалăх управленийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Шăпа малалла Николай Георгиевича Патăрьелĕнчи сĕт-çу заводне электрогазосварщик пулса ĕçлеме çитернĕ. Унтан ăстаçă "Союз" çăкăр заводĕнче слесарь-юсавçăна кỹлĕннĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçе утнă Николай.

Наградăсем çителĕклех унăн. 1974 çулта вăл "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" ята, 2011 çулта Чăвашпотребсоюз правленийĕн Тав çырăвне илнĕ. Спорт пурнăçне хастар хутшăннăшăн Хисеп грамотисем те пур (ỹкерчĕкре).

_ Эпĕ республикăри ХХХIII комсомол конференцийĕн делегачĕ, 5 çул колхозри комсомол организацийĕн виççĕмĕш комплексла бригадин секретарĕ пулнă. Ĕç ветеранне тивĕçрĕм,_ каласа парать Н. Григорьев.

Çемье çавăрни те тăватă теçетке çул çитет мăшăрăн. Тикешрен Вера Димитриевнăна качча илнĕ вăл. 5 ача пăхса ỹстернĕ. Валя Йĕпреçе тĕпленнĕ, суту-илỹре ĕçлет. Мăшăрĕпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Света Шупашкарта кондитерта вăй хурать. Ăрăва малалла тăсакан 2 ывăл ỹсет вĕсен. Канашри Алена _ паспорт сĕтелĕнче. Ывăлпа хĕр мăшăрăн. Володя та çак хуланах тĕпленнĕ. Кĕçĕнни Сергей _ тĕпкĕчре.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пĕлнĕ-рен сывлăхлă Николай Георгиевич. Ăна паянхи кун та район, республика шайĕнчи ăмăртусенче курма пулать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика