10 июня 2016 г.
2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннине халалланă. Вĕсен хушшинче _ вĕренỹ, сывлăха сыхлас ĕç, культура, промышленноç, ял хуçалăх, строительство ĕçченĕсем, тыр-пул çитĕнтерекенсем тата ытти отрасль представителĕсем.
Çак кунсенче республикăри ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем "Манăн аттепе аннен тĕп ĕçĕ" темăпа çитĕ- некен ăру хушшинче презентацисемпе видеороликсен конкурсне ирттерчĕç. 80 ытла ĕç тăратрĕç ачасем. Кам вĕрентекене, библиотекаре, бухгалтера, тренера, воспитателе, строителе, врача, водителе... мухтарĕ. Пирĕн районтан конкурса саккăрăн хутшăнчĕç. Тỹресем вĕсен ĕçне виçĕ ỹсĕм çулĕпе хакларĕç. 7-8 çулхисем хушшинче Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулти пĕрремĕш класри Д. Титова виççĕмĕш (ĕçе хатĕрлеттерекенĕ А. Капитонова библиотекарь), 9-11 çулхисенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти К. Овчинникова пĕрремĕш ( Л. Платонова) вырăнсене йышăнни кăмăллă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)