10 июня 2016 г.
Политикăпа экономика коммуникацийĕсен агентстви Раççей Федерацийĕнчи субъектсен пуçлăхĕсен витĕмĕн 2016 çулхи çу (май) уйă- хĕнчи рейтингне туса хатĕрленĕ. Çав рейтинг- ра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пĕр йĕрке çỹлерех хăпарса хăйĕн вырăнне лайăхлатнă. Халĕ вăл _ "вăйлă витĕм" ушкăнра.
Рейтинг кăтартăвĕсене никĕслекен ыйтăма хупă анкета меслечĕпе ирттереççĕ. Акă, 2016 çулхи çу уйăхĕнче унта 25 эксперт: политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)