10 июня 2016 г.
Июнĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енре 4,2 пин ытла ача математикăпа профиль шайĕнчи патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытрĕ. Вăл шутран пирĕн районта _ 136. Çакă аттестат илекен выпускниксене малалла аслă шкулсенчи инженерла-техникла, педагогика, ытти специальноçсене вĕренме кайма шут тытнисене питех те кирлĕ.
Республикăри вĕрентỹ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С. Петрова палăртнă тăрăх, экзаменсем палăртнă вăхăтра йĕркеллĕ иртнĕ, техника кăлтăкĕсем пулман. Экзамен тытакан 31 пунктра 1,6 пин ытла йĕркелỹçĕ ĕçлерĕ. Вăл шута республикăри экзамен комиссийĕн членĕсем, федераллă инспекторсем, обшествăлла сăнавçăсем те кĕчĕç.
Йĕркелỹçĕсен сăмахĕ тăрăх, выпускниксен ытларах пайĕ экзаменсене тỹрĕ кăмăлпа кĕрет. Йĕркене пăсакансене вара кăларса яраççех. Çак сăлтавпах (кĕсье телефонĕпе, шпаргалкăпа усă курнăшăн) пилĕк çын экзамен парайман. Çак шутра пирĕн районтан та пĕри пур.
Вĕрентỹ министерстви выпускниксене экзаменсем вăхăтĕнче питех те тимлĕ пулма ыйтать. С. Петрова калашне çамрăксем пурнăç çулĕ çине тухаççĕ, çавăнпа та вĕсен саккуна та хисеплемелле, пăхăнмалла, экзаменсене тỹрĕ кăмăлпа тытса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илмелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)