15 июня 2016 г.
ÇĔРТМЕ уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче районти çулсем çинче пулакан инкексен шутне чакарас, аварисенчен асăрханас, çул çинчи культурăлăха ỹстерес тата йĕркене пăхăнас тĕлĕшпе "Ỹсĕр водитель" операци иртнĕ. Сăмах май каласан çакнашкал ятарлă кунсем кашни уйăхрах иртеççĕ пулин те, пакунлисен серепине çакланакансем кашнинчех тĕл пулаççĕ. Çула тухакан ỹсĕр водительсем пирки кучухне саккунĕ питĕ кăра пулин те черкке хыççăн черккине ỹпĕнтернĕ хыççăн çăмăлттайла руль умне кĕрсе ларакансем тупăнсах тăраççĕ. Районти ГИБДД инспекторĕ Алена Каргина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, юлашки рейд вăхă- тĕнче те çул-йĕр инспекторĕсем виçĕ водитель ячĕпе хут çырнă. Çулталăк пуçланнăранпа вара 68 çыннăн водитель удостоверенийĕпе вăхăтлăха сывпуллашма тивнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)