15 июня 2016 г.
ПАЛЛАХ, ача-пăча сасси лайăх! Шăпăрлансем пỹртре чупса çỹренĕ чухне вăл илемлĕ те, тулли те туйăнать.
Пилĕк уйăх кăтартăвне тишкерес пулсан районти 56 ялтан 25-нче кăçал çулталăк пуçланнăранпа пĕр ача та çуралман, çемьесене йыш хушăнман. Кзыл Чишмара вара 1,5 çул, Хурама Тварĕнче тата ытларах _ 2,5 çул "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килмен. Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕ йы- шĕпе пысăках мар темелле. Кунта вара саккăрмĕш çул никам та ача çуралнă ятпа хăна-вĕрле пуçтарман. Çакă, паллах, шухăшлаттарать...
Кăçалхи пилĕк уйăхра районти тăхăр ялта никам та çут тĕнчерен уйрăлманни вара ырă пулăм
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)