15 июня 2016 г.
Аслă ăрури йăх-несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркипе ял çынни ака-суха ĕçне вĕçлесе пушаннă хыççăн çĕр-аннемĕр умĕнче пуç тайма ака хыççăнхи туя _ Акатуй-Сабантуя _ пуçтарăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ватти-вĕттине, аякри-çывăхри тăвансене хапăл тăвакан пысăк уяв кăçал "Хĕвеллĕ" уçланкăра 65-мĕш хут кĕрлерĕ.
Ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем чăваш, вырăс, тутар, ирçе халăх тумĕсене тăхăнса ĕлĕкхилле вăйă картине тухнă хыççăн уяв программи тĕп сцена енне куçрĕ. Акатуя савăнма килнĕ халăха чăн малтан район пуçлăхĕ, Чăваш Рес- публикин Пуçлăхĕн советникĕ Михаил Петров уяв саламне çитерчĕ. Ĕç çынни çулталăкĕнче Патăрьелсене уявпа саламлама, пархатарлă та тăрăшуллă ĕçшĕн, çитĕнỹшĕн, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне çулсеренех тĕреклетсе пынăшăн тав тума сцена çинчен хисеплĕ хăнасем сахалăн мар тухса каларĕç. Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн докладĕнче чăн малтанах Акатуйăн тĕп геройĕсене _ тыр-пул çитĕнтерекен паттăрсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ырми-канми ĕçшĕн пуç тайрĕ, кăçалхи çуракине кĕске вăхăтра, пахалăхлă ирттерсе яни пирки кĕскен каларĕ, малашлăх тĕллевсене палăртрĕ.
Патăрьелсен чăнласах та паттăр ывăл-хĕрĕсен пултарулăхне тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем те лайăх хак панине илтме кăмăллă пулчĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администраци ертỹçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн исполнительнăй директорĕ Станислав Николаев, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор, хамăрăн ентеш Лев Кураков академик, "Юрма" агрохолдингăн исполнительнăй директорĕ Кирилл Ермолаев тата ыттисем те районта 65-мĕш хут кĕрлекен Акатуйпа тата уявпа тỹр килнĕ Раççей кунĕпе ăшшăн саламларĕç. Юрий Егорович Васильев Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне вуласа панă май, ĕçченлĕхпе палăрса тăракан Патăрьелсем юлашки 7-8 çулта республикăри социаллă экономика аталанăвĕнче малти вырăнсенче пынине те палăртса хăварчĕ.
Акатуйăн тепĕр кĕтнĕ саманчĕ _ ĕç паттăрĕсе-не ятран асăнни, вĕсене чыслани.
Республика Пуçлăхĕ ят панă Ĕç çынни çулталăкĕнче тĕрлĕ отрасльте кăтартуллă ĕçлекен хастарсене, професси ăсталăхне ỹстерсе пыракан специалистсене, производствăра палăрнă хуçалăх ертỹçисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсем, дип- ломсем, парнесем парса чыс турĕç.
Çак уяврах çулсеренех "Районăн хисеплĕ гражданинне" саламласси те ырă йăлана кĕчĕ. 1998 çултанпа хăйсен ĕçĕпе, пултарулăхĕпе çак ята тивĕçнисен списокне кăçал харăсах икĕ хушамат хушăнчĕ. Район аталанăвĕнче хăйсен тỹпине тивĕçлĕ хывнăшăн философи наукисен докторне, Николай Исмуков профессора тата Чăваш халăх писательне Михаил Юхмана (Ильин) "Районăн хисеплĕ гражданинĕ" пулнине ĕнентерекен удостоверенине парса чысларĕç, хăю çакрĕç.
Акатуйăн торжествăлла пайĕ вĕçленнĕ хыççăн сцена çинче чăн малтан культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ юрăсемпе саламларĕ. Ун хыççăн уйрăм артистсем пĕрин хыççăн тепри савăк юррисемпе тата çăмăл ташшисемпе килентерчĕç. Юрă-кĕвĕ сасси мĕн каçченех лăпланмарĕ. Уçланкăн тепĕр кĕтесĕнчи пĕчĕк сцена çинчен вара тутар халăх юррисем пĕрин хыççăн тепри черетленчĕç.
Ака-суха хыççăнхи халăхăн пĕрлехи уявĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Кашни ял тăрăхĕ хăйсен пĕчĕк çурчĕсенче хăнасене йышăнчĕ, çимĕçсемпе, кăпăклă сăрапа сăйларĕ, ача-пăча карусельте ярăнса, тĕрлĕрен вăйă площадкисенче сиксе-выляса савăнчĕ. Яланхиллех спортпа "чирлисем" кĕрешекенсен, пукан йăтакансен, лашапа чупакансен ăсталăхне пăхса киленчĕç. Кăçал уява хутшăнакансемшĕн çамрăк спортсменсем хăйсен урхамахĕсем çинче ларса пырсах тĕрлĕрен трюксем туса тĕлĕнтернине пăхма тата ытларах кăсăклă пулчĕ.
А. ЕГОРОВА
Хаклав
В. КРАСНИКОВ, "Красное знамя" хуçалăх агрономĕ:
_ Районта ака пăтти çинĕ хыççăнхи пĕрлехи уява кашни çулах хутшăнатăп. Кăçал та уява лайăх, тăрăшса хатĕрленнĕ. Хальхи акатуй маншăн тата уйрăм паллăпа та çырăнса юлчĕ темелле. "Районти чи лайăх агроном" хисеплĕ ята парса манăн ĕçе пысăка хурса хакланăшăн тав тăватăп çеç. Шанăçа тỹрре кăларасчĕ.
Н. ЕГРАШКИНА, Тутар Республикинчи "Палнай" ансамбль членĕ:
_ Патăрьелсен Акатуйĕнче пĕрремĕш хут пултăм. Питĕ ĕçчен те тарават, ырă кăмăллă çынсем пурăннине хам курса ĕнентĕм. Ака-суха хыççăнхи уява питĕ лайăх йĕркеленĕ. культура мероприятийĕсем те, спорт ăмăртăвĕсем те çỹллĕ шайра. Уçланки те хитре, кăмăллă. Эпир Патăрьелсене хамăрăн "Палнай" ансамбльпе саламлама çитрĕмĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)