15 июня 2016 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе "Акатуй-Сабантуйăн" пĕрремĕш кунне "Хĕвеллĕ" уçланкăна çитĕнекен ăру пухăнчĕ. Вĕсен те 2015-2016 вĕренỹ çулне пĕтĕмлетмелĕх пур.
Уяв Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, фитнес-аэробика федерацийĕн пĕрремĕш президенчĕпе О. Вербинăпа тата çамрăк спортсменсен командипе зарядка тунинчен пуçланчĕ. Никам та вырăнта лармарĕ. Уçланкăна килнисен кăмăлĕ çакăн хыççăн тата савăкланчĕ.
Ялав çĕклеме Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Андреевăпа Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Кдрасова тивĕç пулчĕç.
Кăçал шкулсенче вĕренекенсемпе выпускниксене номинацисемпе чысларĕç. Вĕсем çаксем: "Чи лайăх выпускник" _ Е. Плешков, Туçари вăтам шкул, Л. Кдрасова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул, "Чи лайăх вĕренекен" _ Н. Андреева, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул, "Чи лайăх спортсмен" _ Н. Никитина, Первомайскинчи вăтам шкул, Р. Кардонов, Шăнкăртамри вăтам шкул, "Чи лайăх волонтер" _ Д. Иванова, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул, "Çĕнĕ ăру лидерĕ" _ Е. Кошкина, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул.
Вĕрентỹ аслисемшĕн те приоритетлă шутланать. Çавна май ачасене уяв ячĕпе саламласа район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çак отрасль ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Вĕрентỹ учрежденийĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ 366 млн тенкĕпе танлашать. Çакă вăл районăн пĕтĕмĕшле бюджечĕн 67 проценчĕ чухлĕ.
Вĕрентỹ процесне лайăхлатас, пурлăхпа техника базине çĕнетсе пырас ĕçе çулленех нумай укçа-тенкĕ хурăнать. Республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствипе тачă çыхăнса ĕçленĕрен кăçал районти 4 шкулта санитарипе гигиена условийĕсене лайăхлатма палăртнă. Алманчăри тĕп шкулта вара спортзала тĕпрен юсама пăхнă. Çаксене тума 4 млн. тенкĕ ямалла.
Сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесенче социаллă хỹтлĕх парас тĕлĕшпе вĕреннĕ, ача садне çỹренĕ тапхăрта апатлантарнă чухне çăмăллăхсем кĕртнĕ. Унпа икçĕре яхăн ывăл-хĕр усă курать. Çакăнта 796 пин тăкакланать.
Çуллахи вăхăтра ачасен 65 проценчĕ сывлăха çирĕплетекен лагерьсене çỹреççĕ.
Хушма пĕлỹ илес тĕлĕшпе кружоксемпе секцисене явăçни те кăмăллă.
5 вĕренекен район администраци пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. 34-шĕ Республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Андреева Республика Пуçлăхĕн мал ĕмĕтлĕ ачасене паракан ятлă стипендине тивĕçнĕ. Çакнашкал хавхалантарăвăн усси пурах. Вĕренекенсем республика тата регион шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче те çитĕнỹсем турĕç.
Спортсменсем пирки уйрăммăн палăртса хăварас килет. "Корэш" кĕрешĕвĕнче М. Купкенов, армспортра Э. Алеева тĕнче чемпионĕсем пулчĕç, И. Калентьевăпа О. Терентьева маунтинбайкпа _ тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл, А. Мышов, Д. Исаков, Н. Шайманова, А. Адикин йывăр атлетикăпа Раççей чемпионачĕн призерĕсем. И. Юмановăпа К. Фролов тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕсем, çăмăл атлетикăпа тĕнчери тата Раççейри ăмăртусен призерĕсем.
К. Ильина тата С. Осипов пирки те палăртса хăвармалла. Çамрăк спортсменсем тĕнче тата Раççей шайĕнчи ăмăртусенче ăнăçу тăваççĕ.
Раççейре тата республикăра И. Мулендеев, Л. Селиванов, О. Кузьмина, В. Соколов, А. Кудрявцева, Н. Никитина, Н. Мылов, М. Киргизов, К. Карзаков çитĕнỹсемпе палăраççĕ. И. Якупов, И. Тумаков алă вăй виçессипе, К. Смирнова, В. Горшкова, А. Чашкин тата А. Порфирьев ирĕклĕ майпа кĕрешсе Атăлçи федераллă округра çĕнтерỹçĕ- семпе призерсем пулчĕç.
2015 çулта 5 спортсмена "Раççей спорт мастерĕ" (О. Терентьева _ маунтинбайк, Д. Давыдов _ кире, М. Купкенов _ "Корэш" кĕрешỹ, А. Смирнов _ ирĕклĕ майпа кĕрешесси, М. Ялуков _ триатлон) ята панă.
Патăрьел районĕ спортпа массăллă ĕçе йĕркелессипе пуçласа мала тухмасть. Районти "Юность России" физкультурăпа спорт обществин уйрăмĕ республикăри смотр-конкурс çĕнтерỹçи пулчĕ.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул Раççей шайĕнчи "Президент тупăшăвĕсем" ăмăртусенче республикăра мала тухрĕ.
Ачасен ăсталăх çурчĕн воспитанникĕсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул команди республикăри çамрăк пушарниксен слетĕнчен (руководителĕ В. Антипов) иккĕмĕш вырăнпа килчĕ. "Созвездие" ачасен пĕрлешĕвĕн вĕренекенĕ С. Свинцов аслă классен "Человек в истории. Россия ХХ век" историпе тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн "Радуга", "Балаган", "Звуки детства", "Задоринки", "Евгения" матур коллективĕсем тăтăшах районти, зонăри, республикăри конкурссемпе фестивальсене хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулаççĕ.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсемпе Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекенне Ч. Ишмуратована _ "Мой лучший урок" професси ăсталăхĕн финалти конкурсĕн çĕнтерỹçине, Аслă Чементи вăтам шкулти Н. Кошелевана акăлчан чĕлхипе методика хатĕрлессипе, А. Семеновăпа А. Сергеевана "Педагогика идейисен ярмаркинче" çĕнтернĕшĕн, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Гаврилована "2016 _ çулталăк учителĕ", И. Ялукована _ "Чи лайăх класный" конкурсра, Татмăшри шкул-ача садĕнчи музыка ертỹçине И. Селивановăна "2016 _ çулталăк воспитателĕ", Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Ч. Вахитова аслă вожатăя "2016 _ çулталăк вожатăйĕ" конкурссенче çĕнтернĕшĕн районти педагогсен ылтăн фондне кĕртме пулать.
Çаксем _ пĕрлехи туслă ĕçĕн кăтартăвĕсем. Малашне те тухăçлă ĕçлессе шансах тăрас килет.
Чылай йăла-йĕрке ăруран ăрăва куçса пырать. Çитĕнекен ăру ăна тивĕçлипе хăнăхать. Çамрăкранах ачасене çак çул çине тăратни пуласлăх пуррине çирĕплетет. "Акатуй-Сабантуй" та çакнах кăтартать. Пирĕн ачасем унран мĕн лайăххине илессе шанас килет. Çакăнтан ырри çумне ырри хушăнса пытăрах.
"Юлашкинчен халăх уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Паянхи кун сире хавхалану кỹтĕр, савăнăç парнелетĕр, туслăхра, килĕшỹре пурăнма вăй-хăват ỹс- тĕр.
Уяв программи анлă та интереслĕ. Пурин те канма савăк кăмăл пултăр. Кайран каллех тăрăшуллă ĕçе кỹлĕнĕпĕр",_ терĕ Р. Селиванов сăмахне пĕтĕмлетсе.
Чыса тивĕçнисене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, вĕрентỹ, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Н. Андреева саламларĕç.
Уява ачасен пĕрлештернĕ хорĕ, вĕрентỹ учрежденийĕсен художество пултарулăх коллективĕсем, çамрăк талантсем, ташă ушкăнĕсем малалла тăсрĕç.
Ипподромра вара кăнтăрла спортсменсемпе физкультурниксен парачĕ пуçланчĕ.
Малтанах пулас олимпиецсем старта тăчĕç. Унтан эстафета чупрĕç, уйрăмшарăн ăмăртрĕç, çемье командисем ăсталăхне кăтартрĕç. Велосипедпа ăмăртакансем те йышлăн пулчĕç. Ирĕклĕ майпа, тутарла-пушкăртла кĕрешрĕç. Уйрăм плошадкăра волейболла вылярĕç, ачасем карусельпе, батутпа ярăнса савăнчĕç. Алă ĕçĕсен выставкине курса тĕлĕнмелле пулчĕ. Ăстасем мастер-класс урокĕсене ирттерчĕç.
"Пирĕн ачасенчен лайăххи çуках иккен", _ терĕç вĕсен пултарулăхне пур енлĕн хакласа. "Хĕвеллĕ" уçланкă чăннипех те çак кун хĕвеллĕ пулчĕ. Ача-пăча унта кăмăлтан киленсе савăнчĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)